Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасемпе — куçа-куçăн

Ачасемпе — куçа-куçăн

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова пулнă.

Алевтина Николаевна официаллă мар лару-тăрура вĕренекенсен пĕр ушкăнĕпе тĕл пулу йĕркеленĕ. Калаçу ытларах «Çул çинчи хăрушсăрлăх», «Мошенниксенчен сыхланасси» ыйтусем тавра пынă. Ачасем питбайкпа, мотоциклпа усă курнă чухне çул-йĕр правилисене пăснине сахал мар регистрациленĕ. Хăшĕ-пĕрин вĕсемпе çỹреме права та çук. Электросамокат та тетте марри паллă.

Ултавçăсен «вăлтине» такам та çакланать, çапах та вĕсене ачасен ăс-тăнне çавăрма меллĕрех пулĕ. Çакă массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерекен хыпарсенчен лайăх курăнать. Сыхлăх мерисем пирки икĕ енĕ те хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ.

«Сирĕн шутпа ачасене лайăхрах хỹтĕлес тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн, учительсен, патшалăхăн мĕн тумалла?» — ыйтăвăн хуравĕсемпе Алевтина Федорова хăйĕн кулленхи ĕçĕнче усă курассине каланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code