
Клавдия Михайловна ЛЕОНТЬЕВА (06.02.1936-29.12.2021) — педагог, партипе совет ĕçченĕ, тавра пĕлỹçĕ. Вăл Аслă Таяпа ялĕнче çуралнă. Патăрьелти педагогика училищине (1954), Чăваш патшалăх педагогика институтне (1959), КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулне (1977) пĕтернĕ.
Клавдия Леонтьева ĕç биографине ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн 2-мĕш секретарĕнчен (1959-1961) пуçланă. 1961 çултан — вĕренỹ тытăмĕнче: Курнавăшри 8 çул вĕренмелли шкулти вырăс чĕлхипе литератури учителĕ, директор çумĕ, Тĕмерти 8 çул вĕренмелли шкул ертỹçи, районти çут ĕç пайĕн инспекторĕ, Елчĕкри вăтам шкулĕн истори учителĕ. 1968-1990 çулсенче — парти райкомĕн секретарĕ, иккĕмĕш секретарĕ, 1990-1994 çулсенче — Аслă Таяпари вăтам шкулти истори вĕрентекенĕ.
Клавдия Михайловна обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Вăл нумай çул районти пионер организацийĕн совечĕн, 1970-1990 çулсенче хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă. 1980-1990 çулсенче — мире хỹтĕлекенсен районти комитечĕн яваплă секретарĕ. «Елчĕк тăрăхĕ», «Комсомол — юность моя», «Краткая энциклопедия Яльчикского района» кăларăмсене хатĕрлекенĕсенчен пĕри.
Вăл — Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1981), СССР çут ĕç отличникĕ (1988). Ăна «Хисеп Палли» орденпа (1981), «Çерем çĕрсене уçнăшăн» тата ытти медальпе наградăланă.

