Пĕтĕм Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне ал парса февралĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкне уçнă. Ăна ирттересси çинчен калакан йышăнăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнчи Указĕпе çирĕплетнĕ. Пуçарăвăн тĕп тĕллевĕ — граждансен пĕрлĕхне, нацисен тата конфессисен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетесси. 2026 çул валли темăна ăнсăртран суйласа илмен. Ăна палăртма республика çыннисем хастар хутшăнса уçă онлайн-сасăлав мелĕпе хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Çакă пуян этнокультурăн нумай енлĕхне упраса хăварассипе тата аталантарассипе тỹрремĕн çыхăннă.
— Чăваш Енре 120 ытла наци çынни килĕшỹре пурăнать. Пирĕн тăван çĕр — пĕрлехи лăпкă çурт. Унти кашни халăхăн йăли-йĕрки Тăван çĕршыва юратаслăхăн пĕрлехи гимнĕ пулса тăрать. Умра пирĕн паллă дата — Чăваш Ен Раççей патшалăхĕн йышне хăйĕн ирĕкĕпе кĕнĕренпе 475 çул çитет. Çак историллĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ суйлав пирĕн çул-йĕре яланлăхах çирĕплетнĕ. Аслă патшалăх йышĕнче эпир хамăрăн ирĕкпе хăйне евĕрлĕхе упраса малалла аталанса пыратпăр. Чăваш халăхĕ вырăс тĕнчин шанчăклă тĕрекĕ пулнине ĕмĕрхи ĕçпе тата çар мухтавлăхĕпе те çирĕплетсе пырать. Чăваш Енĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕ яланхи евĕр паян та хĕрỹ вырăнта пулса Раççейĕн ирĕкĕпе чысне, никама пăхăнманлăхне хỹтĕлет. Çĕнтерỹçĕсен чăн-чăн еткерçисем вĕсем, пирĕн нумай нациллĕ пĕрлĕхĕн хăвачĕ, — çапла палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уява хутшăннисене саламланă май.
Чăваш Енре 128 наци çынни килĕштерсе пурăнать, çĕршывĕпе илсен вара тата ытларах — 190 ытла. Эпир пурте — çĕршывăмăр мăнаçлăхĕ. Тĕрлĕ халăх пĕр-пĕрин наци культурине хисеплесе пурăнать. Пирĕн нумай нациллĕ республикăра эпир тăван чĕлхепе мăнаçлăн калаçатпăр, наци тумне тăхăнатпăр, культура еткерлĕхне тата йăли-йĕркине тытса пыратпăр. Çакă пире пĕрлештерет.
Мероприятие республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем тата чăваш, вырăс, тутар, мордва, çармăс, чечен, эрмен, ытти халăхсен культурăпа наци пĕрлешĕвĕсем хутшăннă. Вĕсен организацийĕсем Раççей халăхсен Ассамблейин регионти уйрăмне кĕреççĕ. Чылай хăна наци тумĕпе хутшăннă уява.
Фойере культура йăли-йĕркин пуянлăхне сăнарлакан ал ĕçĕсен куравĕ ĕçленĕ. Залра хаваслă юрă-кĕвĕ янăранă, чăвашсен тĕп пуянлăхĕ — кĕсле — шăраннă. «Кострома» вырăс наци балечĕн артисчĕсем ташă урлă пирĕн нумай нациллĕ çĕршывăмăрăн культурăллă нумай енлĕхне ăнăçлăн кăтартса пани уява уйрăмах илем кỹнĕ.
Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа республикăра сахал мар культура тата вĕрентỹ мероприятийĕсене, çавăн пекех тĕрлĕ наци представителĕсене пĕрлештерекен спорт турнирĕсене ирттерме палăртаççĕ.
Уява хутшăннă халăха РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева та ăшшăн саламланă. Вăл хăйĕн сăмахĕсенче çак шухăша палăртнă: Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене халаллакан мероприятисем Чăваш Енĕн хăватне çĕклессинче, халăхăн йăли-йĕркине тата та çирĕплетессинче, çемье хаклăхне ỹстерессинче, ачасене хỹтлĕхре упраса вĕсен пуласлăхĕшĕн тăрăшассинче витĕмлĕ вăй пулса тăрĕç.
(Хамăр корр.).

