Понедельник, 9 марта, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрăра пурăнать халь паттăр…

Юрăра пурăнать халь паттăр…

Юрă — искусствăн чи вăйлă та асамлă жанрĕ. Йывăрлăх е савăнăçпа тунсăх вăхăчĕсенче вăл яланах çынпа пĕрле. Çĕклентерсе те ярать, куççульлентерет те.

Елчĕкри культура керменĕнче Паттăрлăх орденĕн кавалерне Степан Викторович Демьянов гварди лейтенантне асăнса «Тайма пуç сана, Раççей салтакĕ!» регионсем хушшинчи патриотла юрăсен фестиваль-конкурсĕ иртнĕ май шăпах çав самантсене асăрхама тиврĕ. Программăна ятарлă çар операцийĕн паттăрĕн амăшĕ — Марина Демьянова «Молитва» юрăпа уçрĕ. Чуна витерекен сăмахсене тулли зал шăплăхра итлерĕ. Вĕсем урлă вăл ывăлĕпе «калаçрĕ». Искусство шкулĕн преподавателĕпе Луиза Доброхотовăпа унăн вĕренекенĕ Александр Кузьмин та куракансене тарăн шухăшсен авăрне илчĕç: «Невернувшийся солдат» юрра çамрăк офицер пирки çырнăнах туйăнчĕ.

Асăннă мероприятие Степан ячĕпе çыхăнтарни ăнсăртран мар: 2017 çулта вăл Луиза Ивановна класĕнче гитарăпа выляма вĕренсе свидетельство илнĕ.

Пĕлтĕр конкурс округ шайĕнче иртнĕ. Кăçал, пĕлтерĕшне кура, регионсем хушшинче йĕркелесе тĕрĕсех тунă. Ăна икĕ тапхăра пайланă. Пĕрремĕшĕнче жюри конкурса ярса панă видеоматериалсене тишкернĕ, йыхрава тивĕçнисем вара хăйсен пултарулăхне халăх умне кăларчĕç те. Юрра-кĕвве парăннисем Елчĕк, Патăрьел, Канаш, Муркаш, Куславкка, Çĕмĕрле округĕсенчен, Тутарстанри Пăва районĕнчен çеç мар, Воронеж облаçĕнчен те пулчĕç. Вĕсене округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн ертỹçи Марина Демьянова, Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте ăсталăх тупăшăвне хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕç, ăнăçу сунчĕç. Калаçăвăн ытларах пайне, паллах, çамрăк офицерпа çыхăнтарчĕç.

Пултарулăх ăмăртăвне пилĕк ỹсĕм категорийĕнче — соло, ансамбль, хор номинацисенче йĕркеленĕ. Пĕтĕмпе 400-е яхăн çын хутшăнни паллă пулчĕ. Патăрьелти 1-мĕш номерлĕ шкул коллективне уйрăмах палăртмалла: виçĕ хорпа виçĕ ансамбль хутшăнчĕç. Унсăр пуçне искусство шкулĕ çумĕнчи Николай Алексеев ертсе пыракан «Шăхаль ачисем» ушкăна хушмалла. Вунă вĕренекен хут купăспа каласа «Катюша» юрра шăрантарчĕç. Тен, вĕсен йышĕнчен малашне паллă музыкантсемпе юрă-кĕвĕ ăстисем те тухĕç. Куракансем вĕсене хыттăн алă çупса хавхалантарчĕç. Канашри транспортпа энергетика техникумĕн преподавателĕ Ольга Кузьмина «Баллада о солдате» хайлава чуна тыткăнламалла янратрĕ. Сцена çине вăл пуçласа тухманни тỹрех палăрчĕ: хăйне ирĕклĕ тытать, сасă янравĕн хăйне евĕр уйрăмлăхĕ уççăн палăрать. Вăл, çавăн пекех уйрăм юрăçсенчен Ярослав Карпов (Елчĕк шкулĕ), Алиса Васильева, Мария Григорьева, Ангелина Емельянова (округри искусство шкулĕ), Данил Демьянов, Ксения Моряшова (Куславкка), Альбина Теплова (Патреккел) I степень лауреатсен Дипломĕсене çĕнсе илчĕç.

Пирĕн округри ачасене искусствăн вăрттăнлăхĕсене алла илме вĕрентекенсем — Ольга Архипова, Луиза Доброхотова, Ольга Краснова та ырă тĕслĕх. «Мерчен» ушкăн пĕрлештерет вĕсене. «Небесная рать» юрă виçĕ тĕрлĕ сасăпа килĕшỹллĕн пĕр çĕкленсе, пĕр лăпланса шăранса тухрĕ. Опыт опытах çав, пĕтĕмлетĕвĕ те курăмлă: пĕрремĕш степеньлĕ лауреатсем. Ансамбльсенчен вĕсен йышне Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи Елизавета Ивановăпа Ангелина Емельянова кĕме тивĕçрĕç.

Фестивальте 13 хор коллективĕ паллаштарчĕ хăйĕн пултарулăхĕпе. 9-10 çулсенчи ачасенчен йĕркеленĕ коллективсенчен Валентина Аппаковăпа Наталья Лаврентьева ертсе пыракан «Отважные» (Патăрьелти 1-мĕш шкул) ушкăн мала тухрĕ. Вĕсемпе Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулĕн (ертỹçи — Ольга Кузьмина) тата «Мерчен», «Тускил», «Шуçăм» ушкăнсенчен тăракан Тỹскелĕнчи пĕрлештернĕ хорсем те хăйсен çĕнтерỹ савăнăçне пĕрле пайларĕç. Иван Шурбин чăмăртанă коллектив унăн «Ирсĕр вăрçă» юррине тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе выляса шăрантарчĕ. Сăмахĕсем те, кĕвви те чуна çỹçентереççĕ. Чăн-чăн профессионал ĕçĕ!

Гитарăпа выляса юрлакансене уйрăммăн хаклани те вырăнлă. Ку ушкăнра виçĕ участника малтисен йышне кĕртрĕç. Паллашăр: Александр Кузьмин (Елчĕкри искусство шкулĕ), Валентин Николаев (Çĕмĕрле округĕ), Юрий Кашкăр-Петухов (Лаш Таяпа).

Гран-при хуçи кам пулассине вара пурте чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Ара, хăйсене çỹллĕ шайра кăтартакансем сахаллăн пулмарĕç-ха та. Пĕлỹллĕ хаклав ушкăнĕ тĕп приза Канаш округĕнчи Сиккассинчи халăх хорĕн хормейстерне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Алексей Мурзукова (сăн ỹкерчĕкре) пама йышăнчĕ.

СВО паттăрне халалланă патриотла мероприятие хатĕрлесе ирттерме пысăк йыш хутшăннă. Хăшĕ-пĕрин ĕçĕ куç умĕнче пулсан, теприсене никам та «асăрхамасть». Сцена çинчи кашни номер юхăмĕпе экран çине тĕрлĕ картина, илемлĕ е документлă фильмсенчи кадрсем тухса пыраççĕ. Вĕсене кашнине юррăн содержанине кура суйлас пулать — питĕ кăткăс ĕç. Елена Чапуркина методист хăйĕн тивĕçне «5» паллăлăх пурнăçларĕ тесен те йăнăш мар-тăр.

Кирек мĕнле мероприяти те тăкаксăр мар. Кунта Степанăн çемйи, тăванĕсем, округри волонтерсен «ZOV-Яльчики» ушкăнĕн хастар членĕсем Алексей Лакачовпа Дмитрий Судаков хăйсен тỹпине хывнă…

Конкурс пуçламăшĕнче ертсе пыракансем — Ольга Архиповăпа Юрий Петухов виçĕ çаврăмран тăракан сăвă вуларĕç. Унăн пĕр пайĕпе статьяна вĕçлес кăмăл пур:

«…Çĕршывшăн эпĕ пуçа хутăм,
Тăнăçлăхшăн кĕрешрĕм тăшманпа.
Сирĕншĕн паттăр пулса юлтăм, —
Мухтатăр сăвă-юрăра…»

Çĕршыв хỹтĕлевçине малашне те мухтар — ку вăл пирĕн тивĕç, пирĕн астăвăм.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code