Февраль уйăхĕнче округри ял хуçалăх организацийĕсенче вăй хуракансем 2025 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, малашнехи тĕллевсене палăртаççĕ. «Сатурн» ЯХПКра та асăннă йĕркепе иртнĕ пуху.
Çулталăкри пĕтĕмлетỹпе хуçалăх ертỹçи, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Викентьев паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, производство кооперативĕ пĕтĕмĕшле илсен ăна ăнăçлă вĕçленĕ.
Хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ 1255 гектар шутланать. Ун çинчен тивĕçлĕ тухăç илесси çĕр ĕç операцийĕсене вăхăтра тата пахалăхпа пурнăçланинчен нумай килет. «Сатурнсем» вара агротехника требованийĕсене çирĕп пăхăнса ĕçлеме хăнăхнă. Апрелĕн 1-мĕшĕнче Владимир Крысов, Петр Мазюкин, Александр Ласточкин механизаторсем хăйсен агрегачĕсене уйсене сỹрелеме илсе тухнă, тепĕр 16 кунтан вĕсемех çĕр хатĕрлеме пуçăннă. Планпа пăхнă 861 гектар çĕр çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма Владимир Кукурузова, Вениамин Лисицына, Радислав Квасова шаннă. Лайăх çулсенче çур акине 10-12 кунра вĕçленĕ пулсан, иртнĕ çул вара 26 куна тăсăлнă вăл, округри чылай хуçалăхра — ытларах та. «Çанталăкăн начар кунĕ çук», теççĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем те ỹпкелешме хăнăхман.
Акакан пĕтĕм лаптăка минераллă удобренисемпе апатлантарни (1 гектар çĕр пуçне — 300 килограмм), уй-хирти ытти ĕçе туллин йĕркелени пысăк тухăçсен никĕсне хывать. Пĕлетпĕр: «Сатурн» хуçалăх отчетлă тапхăрта та черетлĕ хутчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессипе чи малти — пĕр гектар пуçне тухăç 61,2 центнерпа танлашнă. Пỹлмене пурĕ 39976 центнер тĕш тырă кĕнĕ, вăл шутран 18701 центнерне сутнă. Çапла вара кооператив кассине 26 миллион та 853 пин тенкĕ укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ. Сăмах май кунтах Николай Круглов, Николай Крысов, Георгий Федоров комбайнерсен хастарлăхне палăртса хăвармалла.
Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те малалла ăнăçлăн талпăнать, мĕншĕн тесен кунта та хăйсен тивĕçне чун-чĕре хушнипе пурнăçлакансем кăна. Ольга Крысова, Ирина Кукурузова, Татьяна Михайлова, Ирина Жарова тата вĕсене отпуск вăхăтĕнче улăштаракан Эльвира Ананьева ĕне сăвакан операторсем — пуян опыт пухнăскерсем. Пĕлтĕр вĕсем 19397 центнер сĕт суса илнĕ, ку вăл 2024 çулхинчен 2924 центнер ытларах. Пĕр ĕнерен илнĕ продукцин вăтам виçи — 9508 килограмм. Çапла вара сĕт туса илессине тупăшпа (31 млн 638 пин тенкĕ) вĕçленĕ, рентабельлĕхĕ — 75 процент.
Хуçалăхри пĕтĕм ĕç процесĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Фермăрах, акă, ĕнесене пăрулаттаракан Марина Енейкинăпа Александр Дягелев, пăру пăхакан операторсем — Владимир Абрамов, Лидия Боброва, Юлия Измайлова, Станислав Мышкин, Венера Разанова, çавăн пекех Маргарита Абрамова осеменатор-лаборант, Алена Семенова выльăх тухтăрĕ килĕшỹре ĕçлени пĕрлехи ỹсĕм тума май парать те. Кунта çирĕм çула яхăн ферма заведующийĕнче тимлекен Николай Купташкин туслă командăна пĕлсе ертсе пыни те куç кĕретех.
Выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма ЯХПКра 46787 центнер сенаж, 14120 центнер силос, 180 тонна утă хывнă. Апат хатĕрленĕ тапхăрсенче уйрăмах Петр Зайцев, Александр Краснов, Николай Васильев, Владимир Краснов, Герман Зайцев водительсем тăрăшса ĕçленĕ.
«Сатурн» хуçалăхра кадрсен çивĕчлĕхĕ çук. Пĕлтĕр ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ 59676 (42833) тенкĕпе танлашнă. Производство аталанăвĕн хăвăртлăхне ỹстерес, техника паркне çĕнетес тĕлĕшпе малаллах утăмлаççĕ. Отчетлă çулталăкра, акă, кооператив хăйĕн укçи-тенкипе (20 млн) 100 пуç пăру вырнаçмалăх вите хута янă, «Кировец К-530Т» трактор (12882 пин тенкĕ), культиватор (2680 пин тенкĕ), «ПС-6» плуг (525 пин тенкĕ) туяннă.
Пухура кашни специалист хăйĕн направленийĕпе сăмах илнĕ, производствăна аталантарассинчи ресурссене тишкернĕ. Чи пултаруллă ĕçченсене правленин Хисеп хучĕсемпе тата укçан преми парса хавхалантарнă. Пуху ĕçне округ администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ирина Горшкова хутшăннă, сăмах каланă. Пурте пĕр саслă пулса пуху членĕсем «Сатурн» ЯХПК ертỹçи пулма Юрий Викентьева хăйнех суйланă.

