Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев иртнĕ кĕçнерникун Правительство çурчĕн купол залĕнче республикăри тата ун тулашĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ.
Чи малтанах Олег Алексеевич республикăн экономикипе социаллă пурнăçĕ çинче чарăнса тăчĕ. Экономика ỹсĕмлĕ пулнине пĕлтĕр бюджет тупăшĕ-тăкакĕ нумай хушăнни çирĕплетет. 2025 çул кăтартăвĕсем тăрăх хысна укçин тивĕçтерĕвĕн виçипе республика Раççей субъекчĕсен хушшинче 56-мĕш вырăна çĕкленни çинчен каларĕ. Виçĕм çул 60-мĕш вырăнта пулнă, 2020 çулта вара çак картлашка тата та аяларах пулнă. Сывлăх сыхлавĕн 60 яхăн, культура тытăмĕн 290 объектне хута янă е юсаса çĕнетнĕ, çав шутран 12 тĕслĕхлĕ библиотека йĕркеленĕ. Иртнĕ çул çавăн пекех 570 километр çул тунă тата юсаса çĕнетнĕ (республика çулĕсен 52 проценчĕ паян нормативсене тивĕçтерет). Федераци çулĕсем тĕлĕшпе ку кăтарту 70 процента çитет. Вырăнсенчи, ялсенчи çулсене палăртнă чух ку кăтарту 42 процентпа танлашать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи йывăрлăхсене те асăнчĕ. Ку машиностроение пĕтĕмĕшле пырса тивнĕ чăрмавсемпе çыхăннă. Пуçлăх вĕсене сирес енĕпе çине тăрса ĕçленине çирĕплетрĕ. Агропромышленность комплексĕ савăнтарать — çанталăк условийĕсем ансат пулманнине пăхмасăр пĕлтĕр аграрисем чылай рекорда çĕнетнĕ: тĕш тырă тухăçĕ, суса илнĕ сĕт калăпăшĕ савăнтарать. 550 миллион çăмарта туса илнĕ. 2025 çулта республикăра виçĕ шкул хута янă — Шупашкарти «Хĕвеллĕ» микрорайонта, Кỹкеçре тата Çĕнĕ Шупашкарта. Комсомольскинче, Вăрнарта шкулсем тăваççĕ. Чылай муниципалитетра тасатакан сооруженисем тума йышăннă. Спорт çурчĕсем çĕкленни те мăнаçлантарать — тĕп хулара биатлон центрне туса пĕтернĕ, футбол манежĕ ĕçлесе кайнă, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулне çĕнетнĕ. Журналистсем больницăсем пирки те ыйтусем тăратрĕç. Журналистсене уйрăмах округсен больницисене пĕрлештерессипе çыхăннă тема та кăсăклантарчĕ. Олег Николаев ку тема хăйне те хумхантарнине палăртрĕ.
— Больницăсем хупăнмаççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн больницăсен район статусне пăрахăçламалла. Ку, эпир пĕлнĕ тăрăх, округсенче халăх йышĕ палăрмаллах чакнипе çыхăннă. Анчах республика Правительстви хайхи статуса упраса хăвармалли майсене шырать — çынсем медицина пулăшăвĕсĕр юлмĕç. Вăл е ку район больницине тепĕр районăн вăйлă медучрежденийĕпе пĕрлештерни вăйсăртараххисен техника тата технологи тивĕçтерĕвне ỹстерме пулăшĕ. Çапла майпа больница унчченхи пекех ĕçлĕ, — палăртрĕ пуçлăх.
СВО паттăрĕсене асра хăварасси пирки калаçу пуçарнă май Олег Николаев республикăри округсенчен çурринче палăксем лартнине каларĕ. Шупашкарти «Çĕнтерỹ» паркра та палăк пулĕ.
М-7 автотрассăн Шупашкар çумĕпе иртекен сыпăкне реконструкцилес тема та тимлĕхре пулчĕ. Çула реконструкцилесси ултă çуллăх планра, ĕçсене май пур таран çывхартасшăн.
«Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Елена Петрова паян туризм экономикăн кал-кал аталанакан сфери пулнине палăртнă май округри Аслă Таяпари Хулаш никĕсĕ çинче туризм центрĕ тата этнокомплекс йĕркелес ыйтăва çĕклерĕ. Ку пуçарăва тавра пĕлỹçĕсем чылай çул каялла самай çивĕч хускатнăччĕ. Сăмах май, Хулаш республикăри чи пысăк та паллă археологи палăкĕ (26 га) шутланать. XI-XIII ĕмĕрсенчи Атăлçи Пăлхар хулисен шутне кĕнĕ вăл.
Ку ыйту çине Олег Николаев çапла хуравларĕ:
— Эпир хальхи вăхăтра туризма аталантарма нумай вăй хуратпăр. Çак эсир хускатнă ыйту питĕ вырăнлă та кирлĕ. Тĕп тĕллев — туристсем килсе çỹрекен вырăнсене илĕртỹллĕ те киленмелле тăвасси. «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн наци турист çулне тума палăртнă. Унта чылай муниципалитета кĕртнĕ, çав шутран Елчĕк округне те. Çак проекта пурнăçлама федераци, республика хыснинчен укçа уйăрăпăр.
Ертỹлĕхшĕн кашни ыйту пĕлтерĕшлĕ. Халăха пăшăрхантаракан пур ыйту çине те хуравсем тулли пулчĕç.
(Хамăр корр.).

