Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифра технологийĕсем пулăшу кỹреççĕ

Цифра технологийĕсем пулăшу кỹреççĕ

Чăваш Республикин Цифра трансформацийĕн cтратегийĕ ăнăçлă ĕçлет. Цифра технологийĕсене 17 отрасльте йĕркеленĕ. Стратегине кĕртнĕ отрасльсен йышĕпе Чăваш Республики Раççей Федерацийĕнче малта пыракан 3 топ-регион шутне кĕнĕ.

Тĕп тĕллевсенчен пĕри — Стратегине анлăн пурнăçа кĕртесси, пурнăçра пулса иртекен пулăмсене ырă енне улăштарма витĕм кỹресси. Трансформаци бизнес ĕçне те çăмăллатать, кирлĕ йышăнусем тăвас ĕçри вăхăта перекетлет. Специалистсем те информатика йывăрлăхĕсене парăнтарма тата тĕпчеме, искусствăлла ăс-хакăл тата ытти çинчен калакан вĕренĕве ăса хывма хăнăхса пыраççĕ. Цифра технологийĕсем патшалăх сĕнекен пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе те пысăк пулăшу кỹреççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code