Хаçатăн паянхи хăни — Çуткỹл ялĕнче пурăнакан Валентина Петровна Доброхотова. Ĕмĕрне ĕçре авăнса ирттернĕ çак хĕрарăм. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕрен нушине сахал мар курнă «вăрçă ачи», çăкăр хакне кĕçĕнрен туйнă.

Валентина Доброхотова 1936 çулта февралĕн 2-мĕшĕнче Çуткỹл ялĕнчи Варварăпа Петр Сорокинсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çичĕ ачаллă çемье ачаранах ĕçпе пурăннă. Вăрçă пуçлансан ашшĕне Петр Сорокина фронта илсе кайнă.
— Мухтав Турра, тăван тăрăха сывă çавăрса килчĕ сана шăпа, — çапла каланă амăшĕ мăшăрне вăрçăран кĕтсе илнĕ май.
Валентина хăйĕн пурнăçĕнче сахал мар хура-шур тỹснĕ. Çиме апат çукран мăян вăрринчен хатĕрленĕ пашалăва та тутаннă вăл, хырăм выççи çурхи кунсенче иртнĕ çулхи çĕр улмине шыраса йăрансем тăрăх сахал мар уттарнă. Хĕлле кăмака хутма вутă çителĕклĕ пулманни нушалантарнă, шатăр сивĕ чуна витернĕ. Ашшĕ-амăшĕ тăван хуçалăхра ĕçленипе пĕрлех килте çăм атă та хатĕрленĕ. Çак хура та çăмăл мар ĕçе чăн маçтăр анчах пурнăçлама пултарнă.

— Ирхине кăвак çутăпа тăрса аттепе анне ĕçе кайиччен пĕр мăшăр çăм атă пусса хатĕрлесе хăварнă, — аса илет Валентина Петровна.
Каçхине ĕçрен таврăнсан татах çак ĕçпе аппаланма тивнĕ Сорокинсен. Çапла майпа пурнăçа саплаштарса пыма, ачисене тивĕçлĕ çитĕнтерме тăрăшнă мăшăр.
— Пĕр вăхăт эпир тутар ялне кайса килĕрен çỹресе çăм атă пусни те асрах. Эпĕ те, хĕр пуççăн, аттепе пĕрле çỹресе çăм атă тума хутшăнаттăм. Камсем патĕнче ĕçлеттĕмĕр, вăхăтлăха çав çуртра пурăнаттăмăр. Кайран вара халăх çăм атă хатĕрлеме ыйтса е туянма килех çỹреме пуçларĕ. Саккассăр пуснисене Патăрьелти Юхма пасарне сутма çỹретчĕç аслисем. Хĕллехи кунсенче юр ашса (çил-тăвăллă çанталăка лекни те тăтăшах пулнă) çуран кайса килнĕ кỹршĕ района. Лаша хушăран анчах лекнĕ, — малалла тăсать сăмахĕсене кинеми.
Пĕве кĕрсен хĕр Çуткỹл йĕкĕчĕпе Гурий Доброхотовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Мăшăрĕ те йышлă — 6 ачаллă — çемьере çитĕннĕ.

Ĕмĕрĕпе тăван хуçалăхра тăрăшнă хĕрарăм. Валентина Петровна мăшăрĕпе Гурий Германовичпа пĕр ывăл — Владимир — çитĕнтернĕ. Шел пулин те, Гурий Германович ир — 1983 çултах — пурнăçран уйрăлнă. Пурăннă вăхăтра чылай хушă ялти лавккара сутуçăра тăрăшнă арçын.
Ĕçпе йăпанса пурăннă çемье йышлă выльăх-чĕрлĕх тытнă, ĕне, сурăхсем, сысна, кайăк-кĕшĕк…
Валя аппа выльăхĕсенчен уйрăлни нумаях вăхăт иртмен-ха. «Ватлăхра сывлăха уйрăмах упрамалла», — тесе ывăлĕпе мăнукĕсем ăна выльăхĕсене сутма хистенĕ. Çывăх çыннин сывлăхĕпе интересленсе, ăна пулăшсах тăраççĕ вĕсем, çĕр улми лартма-кăларма, пахча çимĕç лартса ỹстерме (вĕсен лаптăкне те чакарнă), картишне тата çурт умне юртан тасатма тăван яла час-час килсе çỹреççĕ.
— Анне кăшт чирлерĕ те, ăна хамăр патăмăра Курнавăш ялне илсе кайрăмăр. Пĕр кун лăпках тăчĕ-ха вăл, тепĕр кунĕнче вара килне каяс тесе аптратма пуçларĕ. Хăй урипе утнă чух тăван килĕнчен уйрăласшăн мар. Ирĕксĕрех видеосăнав вырнаçтарма тиврĕ çуртĕнче. Халĕ аннен халĕпе тата сывлăхĕпе кашни минутрах паллашса тăратпăр, унсăр пуçне килне те час-час кайса çỹретпĕр, — калаçăва хутшăнать ывăлĕ Владимир Гурьевич.
— Чун-чĕререн юрататпăр, хисеплетпĕр асаннене, вăл пурришĕн шăпана тав тăватпăр: пире ачалăхра телейлĕ туйма пулăшнăшăн, тутлă кукăлĕсемшĕн, пуçран ачашлакан ырă та ăшă аллисемшĕн, вырăнлă канаш-сĕнĕвĕсемшĕн, — теççĕ Валерипе Эдуард мăнукĕсем асламăшĕ пирки сăмах пуçарсан.
Ывăлĕпе кинĕпе, 2 мăнукĕпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать паянхи кун Валентина Доброхотова. Вĕсемшĕн унăн алсиш-нуски яланах хатĕр.
Валя аппан ывăлĕ Владимир Гурьевич Доброхотов Вера Васильевна мăшăрĕпе Курнавăш ялĕнче пурăнаççĕ. Ырă та пархатарлă ĕçĕсемпе халăх хисепне çĕнсе илнĕ çемье. Владимир 1959 çулта çут тĕнчене килнĕ. Вăрнарти совхоз-техникумра вĕренсе агроном профессине алла илнĕ вăл, ун хыççăн 2 çул çар ретĕнче службăра тăнă. Çартан таврăнсан «Урожай», «Заря» хуçалăхсенче механизатор, бригадир, агроном пулса тăрăшнă. Агрономра анчах 17 çул ĕçлеме тỹр килнĕ ăна. Культура çуртĕнче те чылай çул вăй хурать Владимир Гурьевич, пĕр хушă Вырăскасси ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Шанăç» халăх фольклор коллективне ертсе пынă. Халĕ Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕн заведующийĕ вăл. Кунта тăрăшма пуçласан «Илем» халăх фольклор ансамбльне йĕркелесе янă. Вăл районта анчах мар, унăн тулашĕнче те халăх кăмăллакан ушкăн, тĕрлĕ уяв илемĕ пулса тăрса кĕске хушăрах «халăх» ятне илме пултарнă. Кунта, паллах, унăн ертỹçин тỹпи пысăк, çав вăхăтрах ансамбль членĕсем питĕ пултаруллă. Пысăк сума çĕнсе илнĕ Владимир Гурьевич 2019 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Халăх шанать ăна. Çакна арçын Елчĕк округĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ пулни те лайăх çирĕплетет.
Доброхотовсен кĕçĕн ывăлĕ Эдуард Курнавăшри лицей класĕнче вĕренсе тухсан тĕп хулана çул тытнă. Тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ хăйне. 2022 çултанпа «Веста» автошкулăн ертỹçи вăл. Мăшăрне Вăрмар тăрăхĕнчен суйланă, Наталийăпа 2 хĕр те 1 ывăл çитĕнтереççĕ.
Аслă ывăлĕ Валера та асăннă шкулта инструктор пулса тăрăшать. Унăн мăшăрĕ — Вырăскасси ялĕнчен, çемьере 2 ача çитĕнет.
Валентина Доброхотова ывăлĕпе мăнукĕсемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Вăл вĕсене ĕçе хăнăхтарма пулăшнипе пĕрлех пурнăç илемне туйма вĕрентнĕ, çынлăхлăхăн ырă енĕсене ăша хывма пулăшнă. Асламăшĕ çывăх çыннисене кану кунĕсенче куç пек кĕтет.
Çак кунсенче Валентина Петровна хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна тăванĕсемпе пĕрле Курнавăш территори пайĕн начальникĕ Алексей Мартышкин саламланă: «Валентина Петровна, Сире юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, ырăлăх та канлĕ ватлăх сунатăп, регион, округ аталанăвне пысăк тỹпе хывнăшăн тав сăмахĕ калатăп. Эсир çирĕплĕхĕн тата ырми-канми ĕçченлĕхĕн çутă тĕслĕхĕ пулса тăратăр. Хăвăрăн вăйăра хĕрхенмесĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн хуçалăха çĕнетес ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн та Сире пысăк тав».
Ывăлĕн тата мăнукĕсен çемйисем те Валентина Петровнăна пурнăçăн мĕнпур ырлăхĕпе савăнса пурăнма, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăçлама вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей те вăй-хал сунаççĕ. «Ырă кăмăлу, ăшпиллĕхỹ яланхиллех иксĕлми пултăр. Сĕтелỹ çăкăр-тăвартан, кĕрекỹ хăвна хисеплекен тус-тăванусенчен ан татăлтăр. Чунупа яланах çамрăк тăр. Эпир сана чун-чĕререн юрататпăр, хисеплетпĕр, сана пысăк тав сăмахĕ калатпăр», — теççĕ вĕсем.
Елена ПЕТРОВА.

