Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр…»

«Йĕлме йĕлтĕр йăлтăр-ялтăр…»

Пĕлтĕр «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва çумăр çуса тăнипе каярахри вăхăта куçарнăччĕ. Иртнĕ канмалли кунсене те синоптиксем çавнашкал çанталăк пуласса шантарнăччĕ — тỹрре тухмарĕ. Кăнтăр енчен вĕрсе тăнă çил вара йĕлтĕрçĕсене чăрмав кỹмерĕ.

«Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕ умне пуçтарăнакансене Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсем чылай маларах хаваслă юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç, хусканусем тума та явăçтарчĕç.

Спорт уявне уçнă май, округ пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти йышăннă регионти «Çĕнĕ шкул» проект координаторĕ Алевтина Федорова, республикăри В.Н.Кочков ячĕллĕ олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕн директорĕ, пирĕн округ кураторĕ Олег Акчурин тулли кăмăл-туйăм, çăмăл та ăнăçлă чупу сунчĕç.

Ăмăртăва хăнăхнă йĕркерен пăрăнса пуçларĕç: хутăш команда спринтĕнче округри чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсем мастер-класс кăтартрĕç. Софья Афанасьевăпа Артем Павловăн, Валерия Яковлевăпа Александр Головинăн, Ульяна Обручковăпа Давид Головинăн чупăвĕ хăвăртлăхпа никĕсленнĕ пулин те, вĕсен çăмăллăхне сăнаса тăма пушшех кăсăклă пулчĕ. Эстафета финишне асăннă йĕркепех кĕчĕç вĕсем.

Ăмăртура чи йышлă ушкăн — 500 метра чупакансем. 1-4-мĕш классенче вĕренекенсемпе пĕрлех ертỹçĕсем те хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Тĕслĕх вырăнĕнче — Леонард Левыйпа Алевтина Федорова. Пьедестал çине вара Николай Волков (Аслă Елчĕк шкулĕ), Валерий Архипов (искусство шкулĕ), Валерий Афанасьев (Аслă Елчĕк территори пайĕ), Татьяна Филимонова (округ администрацийĕ), Светлана Кожевникова (тĕп больница), Ирина Теллина (финанс пайĕ) хăпарчĕç.

Арçын ачасенчен малти вырăнсене Артур Портнов, Петр Тимофеев, Роман Цыганов йышăнчĕç. Елчĕк тата Патреккел шкулĕсенчи тантăшĕсемпе хăш-пĕр дистанцие Аслă Елчĕксем те тухма кăмăл тунă. Хĕр ачасенчен шăпах «хăна» — Мария Аверьянова çĕнтерчĕ те. Дарья Колпаковăпа Дарья Васильева — призерсем.

5-7-мĕш классен дистанцийĕ — 1 çухрăм. Чыслава тивĕçнисен хушшинче кунта ытларах спортри хăнăхнă ятсемех: Александр Головин, Давид Головин, Константин Тимофеев (Елчĕк), Ульяна Обручкова (Аслă Елчĕк), Анастасия Сусметова (Елчĕк), Анастасия Аверьянова (Аслă Елчĕк). Вĕсемпе пĕрлех 45 çулхи тата унтан аслăраххисем тупăшрĕç. Ыран хăйĕн 66-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илекен ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Скворцов çĕнтерессинче никамăн та иккĕленỹ çуралмарĕ пулĕ. Ун хыççăн дистанцие ăнăçупа вĕçленисем — газ участокĕн ĕçченĕсем — Иван Кучковпа Александр Шавкин, çапла майпа Юратакансен кунĕ ячĕпе мăшăрĕсене парне кỹчĕç. Хĕрарăмсенчен хаçат урлă Римма Парферьевăна, Ирина Ванюшинăна, Елена Степановăна саламлатпăр. Елена Владимировна, палăртмалла, старта тухнисенчен чи асли, чи çамрăкки вара Юлия Кузнецова пулчĕç.

8-9-мĕш классенче пĕлỹ илекенсен 1,5 километр инçĕше парăнтарма тиврĕ. Финиша спортăн ытти тĕсĕнче те ỹсĕмлĕ аталанакан Давид Портнов чи малтан çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Артем Павловпа (Елчĕк), Артур Карсаков (Патреккел). Хĕр ачасенчен пьедестал Аслă Елчĕксемпе тулчĕ. Софья Афанасьева кăçалхи сезонта округ тулашĕнчи ăмăртусенчен те ылтăн медальпе çеç таврăннă, Валерия Яковлевăпа Арина Кантееван та çитĕнĕвĕсем сулмаклă. Искусство шкулĕн директорĕ Валерий Архипов 45 çула çитичченхи арçынсен ушкăнĕнче те кĕрешĕве тухрĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене вăл Алексей Васильевпа (Елчĕк) Алексей Тихонова (Тăрăм) «пачĕ». Хĕрарăмсенчен «ылтăнли» — Елчĕкри культура çурчĕн методисчĕ Валентина Николаева, кĕмĕлпе бронза медальлисем Екатерина Цыгановăпа (вĕренỹ пайĕ) Кристина Александрова (Чăваш Тăрăмĕ).

Елчĕк шкулĕнчи Андрей Кантеев, Семен Фомкин тата Иван Архилин (10-11-мĕш классен ушкăнĕ) 2 çухрăма ăнăçуллă вĕçлерĕç пулсан, хĕр ачасенчен асăннă коллективран пĕр çын та тухмарĕ старта. Кунашкалли массăллă чупура нихăçан та пулман.

Кирек хăçан чупу ăмăртăвĕсенче чи кăсăкли — хутăш эстафета. Кунта округри пĕтĕм шкул коллективĕ команда тăратма тивĕç, Лаш Таяпасемпе Кушкăсем вара темшĕн ерçеймен. Хĕрỹ кĕрешỹре кунта финиш хăйăвне чи малтан сĕртĕннисем — Елчĕксем. Аслă Елчĕксемпе Çирĕклĕ Шăхальсен те савăнăçĕ сăлтавсăр мар: призерсем.

Пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ кашни чупуçăна, командăсене дипломсемпе, медальсемпе кăна мар, хаклă парнесемпе те чысларĕç. Вĕсемпе тивĕçтерекенĕ — Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Раççей спорт мастерĕ Юрий Попов. ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Головин та, сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнаканскер, ачасене укçан хавхалантарчĕ. Икĕ меценатăн та ыр кăмăллăх утăмĕ пуçласа мар, иртнĕ çулхи массăллă чупура та, çавăн пекех спортăн ытти тĕсĕнче те вĕсен пархатарлăхне курма пулнă.

Йĕлтĕр уявĕнче чи пĕчĕккисем валли «Хаваслă стартсем» вăйă йĕркелени те ăшăнма кăна мар, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа пуянланма та май пачĕ-тĕр. Кашниех вĕри чейпе, пылак çимĕçпе сăйланса хушма вăй-хал илме пултарчĕ.

ШУХĂШ:

Римма Парферьева — округри искусство шкулĕн преподавателĕ:

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», «Нацисен кросĕ» массăллă чупусене хаваспах хутшăнатăп эпĕ. Кашнинчех 1-2 вырăнсене йышăнатăп. Хальхинче та хамăн ỹсĕмре çĕнтерме пултартăм. Çакăн пек спорт мероприятийĕсенчен пăрăнса юлмалла мар, вĕсенче çĕнĕ вăй-хал пухатăн, оптимистла шухăшсемпе çирĕпленетĕн.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code