Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăха çамрăкран упрамалла

Сывлăха çамрăкран упрамалла

Çул çитмен ачасем хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарас тата санитарипе гигиена воспитанийĕ парас тĕллевпе Елчĕкри тĕп больница ĕçченĕсем пĕрмаях профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ.

Иртнĕ эрнере Антонина Кантеева шăл тухтăрĕ Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕренекенсемпе çăвар хăвăлне епле пăхса тăмалли, шăлсен сывлăхне çирĕплетес тесе пурнăçламалли йĕркесем пирки вĕренỹ занятийĕ ирттернĕ. Унта вĕсем шăл анатомине, вăл мĕнрен тăнине, кашни элементăн пĕлтерĕшне пăхса тухнă.

Шăл арканнин сăлтавĕсене те тишкернĕ. Вĕсем: кариес, шăлсене тĕрĕс мар тасатни, сахăр нумай çини тата çăвар гигиенине çителĕксĕр тимлĕх уйăрни.

Шăлсене сывă упрас тесен вĕсене кунне икĕ хут, сирĕн шăлсене мая килекен ятарлă щеткăпа тата пастăпа усă курса тасатмалла. Пылак çимĕçпе газлă шĕвексем ытлашши ĕçмелле мар. Шăл тасатмалли щеткăна кашни 3 уйăхра улăштармалла.

«Шăлсен сывлăхне тĕрĕслемешкĕн шăл тухтăрĕ е стоматолог патне тăтăшах çỹремелле. Сывă шăлсем — çирĕп сывлăх. Шăлсене çамрăклах упрăр, çакă малашнехи пурнăçра сывлăхпа çыхăннă нумай чăрмавран çăлса хăварĕ!» — палăртнă тухтăр.

Теори пĕлĕвне вĕренекенсем вăйă формипе çирĕплетнĕ. Кунашкал занятисем ачасенче сывă пурнăç йăли-йĕркине çирĕплетеççĕ, малашне стоматологи чирĕсем сиксе тухас хăрушлăха чакараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code