
Манăн ывăл, Дмитрий Юрьевич Васильев, Елчĕк районĕнчи Тип Тимеш ялĕнче çуралнă. Çемье Канаш хулине пурăнма куçсан çак хулари 5-мĕш тата 6-мĕш шкулсенче пĕлỹ илнĕ. 9 класс хыççăн Канашри строительство техникумĕнче вĕреннĕ.
Дима мĕн пĕчĕкрен йĕркелĕхе, типтерлĕхе юрататчĕ. Çак йăласем салтакран килсен Канаш хулинче Росгварди тытăмĕнче службăра тăнă чух уйрăмах кирлĕ пулчĕç. Шкулта вырăс чĕлхипе литературине ертсе пынă май, вăрçă çинчен калакан калавсене тишкернĕ чух, ачасене çапла калаттăм: «Юрать, эпир вăрçă вăхăтĕнче çуралман».
Пурнăçăн саккунĕсем урăхларах иккен. Темшĕн пирĕн ачасен вăрçă нушине курмалла пулчĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах Дима Белгород облаçне лекрĕ. Çарта пулнă вăхăтра сапер ĕçне вĕренни шăпах çак тапхăрта кирлĕ пулчĕ те ăна.
Çитес вăхăтра Дима Херсон облаçне командировкăна кайма хатĕрленет. Пĕлĕшĕсен: «Эсĕ пĕрре пулнă вĕт вăл вырăнта, мĕншĕн тепре каятăн?» — ыйтăвĕ çине ывăл çапла хуравлать: «Манăн хамшăн та, унта пуçĕсене хунă юлташсемшĕн те каласа пĕтермен сăмахсем юлнă».
Вăхăт ытла та хăвăрт ỹстерчĕ пирĕн ачасене. СВО пуçланнăранпа Тип Тимеш ялĕнчен, ялĕ пысăках мар пулин те, çак çамрăксем çĕршыва хỹтĕлеме кар тăнă: Дмитрий Васильев, Евгений Карпов, Борис Маков, Алексей Кириллов, Александр Карпов, Владимир Немцев, Александр Щербаков, Александр Ягудин, Алексей Кудрин.
Пĕтĕм Тип Тимеш ялĕнче пурăнакансен ячĕпе çакăн пек паттăр та хисепе тивĕçлĕ ывăлсем çуратса ỹстернĕшĕн ашшĕсемпе амăшĕсене питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Кун пек хỹтелекенсем пур чух эпир, мирлĕ пурнăçра пурăнакансем, хỹтлĕхлĕ. Ывăлсен сывлăхĕсемшĕн Турăран пулăшу ыйтатпăр. Пирĕн ачасем мăн кукаçисемпе мăн асаттесен чĕнĕвĕпе Тăван çĕршыва сыхлама кар çĕкленчĕç, ял историйĕнче йĕр хăварчĕç.
Çак тапхăрта пуçра çуралнă сăвă ярăмĕсемпе паллаштарас тетĕп.
Эп çирĕм виççĕ тултаратăп,
Эп çамрăк, вăй питти, патвар.
Суран нăйлать, шăла çыртатăп,
Эй, Турăçăм, мана вăй пар.
Çак вăрçăн нушине курмашкăн
Суйларĕ вăхăт. Мĕн тăван?
Тăшмансене хăваламашкăн
Мана ăсатрĕ пур тăван.
Эп урăх куçпала пăхатăп
Пур япала çине паян.
Мĕн пуррине чунтан хаклатăп —
Кунта теме те хăнăхан.
Ĕнер анчах патвар салтакчĕ,
Паян ура пит ыратать.
Ĕнер çеç ĕмĕт вăй паратчĕ:
Çут кантăк пек паян ванать.
Сив çил касать хушăран-хушă,
Йĕри-тавра йăлт сирпĕнет.
Пĕр кун пĕр ĕмĕр пек, хăрушă,
Чĕре тем пек тапса сикет.
Аманнă салтаксем кĕтеççĕ
Васкавлă пулăшу тем пек.
Хăш чух пиртен, шел, уйрăлаççĕ
Хур кайăксен картийĕ пек.
Юлташсене асра тытатăп,
Аса илсе чунтан йĕреп.
Эп çирĕм виççĕ тултаратăп,
Эп таврăнап киле, пĕлеп.
Галина ВАСИЛЬЕВА.

