Аслă Елчĕкри Иисус Христос чĕрĕлсе тăнин ячĕллĕ чиркĕве газификацилес ĕç малалла пырать. Нумаях пулмасть кунта датчиксене, сигнализаторсене тата управлени блокне вырнаçтартăмăр.

Чиркĕве пулăшас ĕçре прихут çыннисемпе пĕрле ял халăхĕ те хастар. Ку ĕçре пысăк пулăшу паракан Вадим Чернова, Андрей Светлова тата ыттисене уйрăммăн палăртас килет. Кăçал юр вăйлă çуни чиркỹ умне те пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Çавна май Валерий Падуева та юр тасатмалли техникăпа тивĕçтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Пурне те Турă пулăштăр, çăлтăр.
Чиркỹ çумĕнчи прихут канашĕ.

