Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çирĕп кăмăллăччĕ, хастарччĕ

Çирĕп кăмăллăччĕ, хастарччĕ

Вăрçă е кирек мĕнле хĕç-пăшаллă хирĕç тăру та çухатусăр пулманни паллă. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунисен шучĕ те пĕчĕк мар, çав шутра пирĕн округра та.

Тăватă çул çитрĕ Раççей салтакĕ Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн алла хĕç-пăшал тытнăранпа. Шел, ун пуçламăшĕнчех цинк тупăксем те нумай кĕттермерĕç. Пуç хунă кашни паттăра халăх пысăк чыспа ăсатрĕ юлашки çула. Халĕ те çавах. Анчах пирвайхи тапхăрта пытару мероприятийĕсене «çỹлти» органсем вăрттăнлăхра тытас терĕç-ши? Çывăх тăванĕсемпе тус-юлташĕсен, округ администрацийĕн хурланни çинчен пĕлтерекен некрологсем хаçатсенче пичетленмерĕç.

Чăваш Тăрăмĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Горбунов аслă матрос тăван ялĕн масарĕнче ĕмĕрлĕхех канăç тупнисенчен округри иккĕмĕш салтак пулчĕ. Унтанпа виçĕ çул ытла иртрĕ ĕнтĕ, çапах та астăвăм — вилĕмсĕр. Паттăр хỹтĕлевçĕ çинчен кашниех пĕлме тивĕç…

Алешăн кун-çулĕ 1993 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă. 2009 çулта ялти тĕп шкула пĕтерсен Шупашкарти 4-мĕш номерлĕ лицейран, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Факультет ячĕ те ял ачишĕн хăйне кура кăткăс: «Машины и технологии литейного производства». Анчах 2015 çулта çар ретне тăма ят тухнăран аслă шкулăн специальноçĕпе ĕçлесе курма тỹр килмен ăна.

Шухăша малалла тăсиччен педагогика ĕçĕн ветеранĕн Васса Краснован аса илĕвĕпе паллашни вырăнлă:

«Алешăна мĕн пĕчĕкрен пĕлетĕп — хамăрăн куç умĕнче ỹснĕ темелле. Эпĕ ăна 5-9-мĕш классенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. Класра 13 ачаччĕ. Питĕ туслăччĕ, маттурччĕ вĕсем. Пурне те чунтан юратса, кашни ачан çитĕнĕвĕсемпе савăнса пĕлỹ патăм. Çиччĕшĕ аслă пĕлỹ илчĕç, вăл шутран виçĕ тухтăр, учительсем те пур. Пурнăçра вĕсем пурте хăйсен вырăнне тупнă.

Алексей шкултан «4» тата «5» паллăсемпе вĕренсе тухрĕ. Спортра та, обществăлла ĕçсенче те малта пулнă. Çирĕп кăмăллă, яланах хастарскер. Унăн илемлĕ йăл кулли, ăшă куçĕсем халĕ те манăçăнмаççĕ.

Астăватăп-ха, 5-мĕш класра чухне вăл урокра урăх ĕçпе аппаланса ларатчĕ. Асăрхаттартăм çакна. Шкул пĕтерсен, темиçе çултан, урамра тĕл пултăмăр. Манман иккен çав саманта. Вăхăтĕнче тĕрĕссине каланăшăн, лайăх вĕрентнĕшĕн ăшшăн тав турĕ вăл.

Ашшĕ-амăшне, Даша йăмăкне пулăшасси хăнăхнă ĕç пулнă унăн. Асламăшне питĕ юрататчĕ. Паттăр салтак пирĕн асăмăртан нихăçан та тухмĕ. Унпа пĕр класра вĕреннĕ Николай Казаков та паян СВОра Тăван çĕршыв интересĕсене хỹтĕлет. Ăна эпир киле чипер сывă таврăнма сунатпăр».

…Алексей Горбунов — Мурманск облаçĕнчи Печенгск районĕнчи Спутник поселокĕнче вырнаçнă 38643-мĕш çар чаçĕнчи тинĕс пехотин 3-мĕш десантпа штурм отделенийĕн аслă стрелок пулнă. Сроклă служба тапхăрĕнчех хăйĕн малаллахи пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарма шутлать — Раççей Оборона министерствипе контракт çырать. 2015-2017 çулсенче матросăн служби Сири Араб Республикин территорийĕнче çар задачисене пурнăçлассинче иртнĕ. «Сирири çар операцине хутшăннăшăн» (16.03.2016) медальпе чыслани — çакăн çирĕплетĕвĕ. Хĕсметри уйрăм çитĕнỹсемшĕн, пуçарупа тăрăшулăхшăн, çавăн пекех «Хĕвел анăç-2021» стратеги вĕренĕвĕнче палăрнăшăн çар командованийĕн Грамотисене тивĕçнĕ. Чăваш ачи икĕ хутчен Аслă Çĕнтерỹ парадĕнче строй хатĕрленĕвĕн, çар çыннин кĕрнеклĕхĕн паха енĕсене кăтартнă, медальсене тивĕçнĕ.

2022 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Алексей Горбунов тăракан подразделение Украинăри ятарлă çар операцийĕ пыракан территорие куçараççĕ. Кĕске тапхăртах нумай задание пурнăçлама хутшăнать ентеш, анчах çав çулхи майăн 2-мĕшĕнче куçĕсене хупнă: Донецк Халăх Республикине кĕрекен Новоселовка-2 ял çывăхĕнчи çапăçура вăл вилмеллех аманать. Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Алексей Юрьевич Горбунов аслă матроса вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. 2022 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче ун ячĕпе Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Герой парттине, вăл çуралса ỹснĕ пỹрт çине асăну хăми вырнаçтарнă.

Алексей ачаранах вăй-хала, чăтăмлăха спорт ăмăртăвĕсенчи хастарлăхпа çирĕплетнĕ. Ăна вĕрентнĕ Петр Кузнецов педагог каланă тăрăх, çĕршывăн пулас паттăрĕ йĕлтĕрçĕсен тата çăмăл атлетсен эстафетисенче, «Зарница» çарпа спорт вăййисенче пăшалтан перессипе, пĕтĕмĕшле вăй-хал хатĕрленĕвĕ енĕпе çитĕнỹсем тунă. Пĕр çулхине Чăваш Тăрăмсем район чысне республикăра хỹтĕленĕ. Вăл йышра — Горбунов та.

Тĕп хулара вĕреннĕ çулсенче çамрăк тата малалла кайнă: пĕр шухăшлă тантăшĕсемпе пĕрле бокс секцине çỹренĕ. Çар службинче вара турнирсене хутшăнса пьедестал çине те пĕр хутчен мар хăпарнă, çапах та пĕрремĕш çитĕнỹсем алă вĕççĕн çапăçассипе йĕркеленисем пулнă: 2017 çултах 14-мĕш арми корпусĕн чемпионатĕнче 75 килограма çитичченхи виçере мала тухнă. Ун хыççăнхи тĕрлĕ турнирта та палăрнă вăл. Бокс енĕпе вара 2019 çулта Çурçĕр флочĕн чемпионатĕнче 2-мĕш призера кĕнĕ. Çав çулхинех ăна асăннă спорт тĕсĕнче судья тивĕçне çỹллĕ шайра пурнăçланăшăн Хисеп хучĕпе чысланă.

Халĕ ĕнтĕ Паттăрлăх орденĕн кавалерĕн ячĕпе вăл вĕреннĕ аслă шкулта алă вĕççĕн çапăçакансен уçă турнирне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл иккĕмĕш хут иртĕ.

Николай МАЛЫШКИН.
Чăваш Тăрăмĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code