Шупашкарта «Çемье» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн профессиллĕ мар творчество коллективĕсен фестиваль-конкурсĕ иртнĕ.
Пысăк савăнăçа пĕлтерме васкар: унта Елчĕкри культура керменĕ çумĕнчи «Туслăх» халăх хорĕ (ертỹçи — Иван Шурбин) куракансемпе жюрие тыткăнласа Гран-прие çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне пултаруллă коллектива сцена костюмĕсем çĕлемешкĕн 200 пин тенкĕлĕх сертификат панă.

