Çуркунне çывхарнă, юр ирĕлсе пăра çаврăннă май республикăра çурт тăррисем ишĕлнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Инкек-синкек сиксе тухасран çи виттисене вăхăтра тасатмалла. Çурт тăррисенчен юр тата пăр ỹкнипе суранланасран сыхланса халăхăн çак сĕнỹсене шута илмелле: урампа пынă чухне çуртсенчен аяккарах пырăр, пăр катăкĕсем усăнса тăракан вырăнтан пăрăнăр, тротуарпа пынă чухне çỹлте иккĕленỹллĕ шăв-шав илтрĕр пулсан хăвăртрах стена çумне тĕршĕнĕр.
Çул-йĕр пăрлак пулнине те шута илĕр, çуран чухне те, транспорт хатĕрĕпе пынă чухне те асăрханăр.
Инкекрен упранар, хамăрăн тата çывăх çынсен сывлăхне упрар.

