Чăваш патшалăх филармонийĕнче Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне халалласа пысăк мероприяти иртнĕ. Уява хутшăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. СВО паттăрĕсене патшалăх наградисемпе чысланă. Çакăн пек паттăрсем çуратса ỹстернĕшĕн, тивĕçлĕ воспитани панăшăн Олег Алексеевич салтаксен ашшĕ-амăшне уйрăмах пысăк тав сăмахĕ каланă:
— Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ — халăхăмăр Тăван çĕршыва юратнине, упранине тата ăна çирĕп парăннине сăнарлакан уяв. Пирĕн салтаксем истори тăршшĕпех çĕршыва тата унăн халăхне çирĕп сыхланипе палăрса тăраççĕ, тăшман хăрушлăх кăларса тăратсан Раççейшĕн чыслăн çапăçаççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен ашшĕ-амăшне, тылри халăха тав тунă май кашнийĕн умĕнче пуç таясшăн. Пĕрле пулса эпир çĕнтерĕве часрах çывхартăпăр.

Салам сăмахĕсен çумне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин «Единая Россия» партинчен суйланнă депутат Алла Салаева та хутшăннă. Вăл хăйĕн сăмахĕсенче салтаксем пирĕн хăрушсăрлăха сыхлани пирки анчах мар, вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентнине те палăртнă.
Чăн та, паттăрсене çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшĕ, çавăн пекех хăйсен çывăх çыннисене чăтăмлăхпа, пулăшупа кĕтекен çывăх тăванĕсем уйрăм тава тивĕç. Халĕ нихçанхинчен ытла пирĕншĕн пĕрлĕхе упраса хăварасси пĕлтерĕшлĕ, пĕрле кăна хамăрăн аслă çĕршыва хỹтĕлесе упраса хăварма пултаратпăр! Сăмах май, уява пирĕн округран Н.А.Петров Раççей Геройĕн ашшĕпе амăшĕ те хутшăннă.
Сăн ỹкерчĕксенче: Олег Николаев салтаксене чысланă самант; Олесьăпа Алексей Петровсем (сулахайра) республикăри Раççей Геройĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле.
(Хамăр корр.).

