Çăварни — Хĕле ăсатса Çуркуннене кĕтсе илни. Вăл çурхи кун тăршшĕ çĕрпе танлашнă чухне пуçланать.

Историрен çакă паллă: çăварние Авалхи Италире уявлама тытăннă. Христос тĕнне ĕненесси сарăлса пынăçемĕн ăна Европăри çĕршывсенче те ирттернĕ. Мăнкун умĕнхи типпе кĕриччен сакăр кун хушши паллă тунă. Уяв кашни çул тĕрлĕ вăхăтра килет, мĕншĕн тесен вăл Мăнкун хăçан пулассипе çыхăннă.

Пирĕн округра ăна шăматкун йĕркелерĕç. Катаччи чупса пулмарĕ, паллах: юрĕ нумай-ха, лаши çук. Урхамахсем тапăртатса тăнă çулсенчи илемпе танлаштарма çуках ĕнтĕ, апла пулин те Елчĕкри культура керменĕн ĕçченĕсемпе Тỹскелти, Кивĕ Эйпеçри, Лаш Таяпари, Хăвăлçырмари, Кĕçĕн Таяпари художествăлла пултарулăх ушкăнĕсен тивлечĕпе чăн-чăн праçник пулчĕ. «Улăп» ФОК умĕ кĕрлесе кăна тăчĕ вĕт. Сăнарсем — Хĕл мучипе Çăварни, Юр кĕлеткипе Тухатмăш карчăкĕ те никама та кичемленме памарĕç, кашнине тĕрлĕ вăййа явăçтарчĕç, ташша та ячĕç.
Çăварнин тĕп апат-çимĕçĕ — икерчĕ. Тĕп вулавăш хастарĕсем хатĕрленĕскер питĕ тутлăччĕ. Варени, çăратнă сĕт, пыл пуртан чей ĕçмесĕр епле чăтăн.
Хаваслăхра иртнĕ уяв катемпие çунтарса янипе вĕçленчĕ. «Çак çулăмпа сивĕ хĕл, унпа пĕрлех чир-чĕр, мĕн пур япăххи çунса кайтăр, — пĕтĕмлетрĕ ертсе пыракан. — Тăванлăхпа туслăх çирĕплентĕр, ял тулли ача-пăча чуптăр, тыр-пул ăнса пултăр, çĕр çинче тăнăçлăх хуçалантăр».
Вăл кун «Улăп» ФОК умне СВОри салтаксем патне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕпе каякан ушкăн чарăнчĕ. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый Çăварнипе саламланă май, волонтерсене телейлĕ çул, каялла ăнăçлă таврăнма ырă сунчĕ.
Ултă автомашинăпа çула тухнă ентешсем паттăрсене Çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕ ячĕпе парне илсе çитернĕ…

