Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕлĕкхи хастарлăхпа

Ĕлĕкхи хастарлăхпа

Елчĕкри тĕп вулавăшра Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен округри пĕрлĕхĕн анлă ларăвĕ иртнĕ.

Тĕл пулăва хутшăннисем умĕнче пĕрлĕх ертỹçи Николай Павлов 2025 çулхи ĕç-хĕл çинчен каласа панă, тĕллевсене уçăмлатнă. Вăл палăртнă тăрăх, ветерансем округри, республикăри мероприятисене пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ: спорт ăмăртăвĕсем, çемье фестивалĕ, паттăрлăх урокĕсем… Юбилярсене килĕсенче пулса саламласси те ырă йăлара. Чăваш Енри ГСВГ ветеранĕсен çулсеренхи спартакиадинче вĕсем кашнинчех малтисем.

Ĕнерхи салтаксене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Пĕтĕм Раççейри инвалидсен организацийĕн округри уйрăмĕн ертỹçи Людмила Анисимова саламланă. Активистсене Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чыслани — вĕсен ĕçне сума суни.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code