Чăваш Енре çĕр улми куравне мартăн 4-5-мĕшĕсенче 18-мĕш хут йĕркеленĕ.
Асăннă кунсенче курав икĕ лапамра — МТВ-центрта тата «Пехет» агромаркетра — ĕçленĕ. Унта 18 регионти 78 организаци хутшăннă. Иккĕмĕш çăкăр çитĕнтермелли техника, удобренисем туса кăларакансем, вăрлăх туса илекенсем, ыттисем… Пилĕк организаци тухăçлă вăрлăх сутнă. Пĕтĕмпе 55 тонна. Ветерансене туяннă вăрлăха килне леçсе парассине йĕркеленĕ.

