Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Елчĕк округĕнче пурăнакансене пысăк тав»

«Елчĕк округĕнче пурăнакансене пысăк тав»

Февралĕн 27-мĕшĕнче Елчĕк тăрăхĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ. Ертỹлĕх администраци çурчĕн ларусен пысăк залĕнче иртнĕ канашлура округăн 2025 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетнипе пĕрлех 2026 çулхи тĕллевсене те палăртрĕ.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый хăйĕн отчетĕнче аталанăвăн тĕп кăтартăвĕсене тĕплĕн çутатса пачĕ. Экономика, инфратытăм тивĕçлĕ аталанса пырать. Аталанăва пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем пысăк тỹпе хываççĕ. Ку тытăмри продукци çаврăнăшĕ 2025 çулта 3,2 процент чухлĕ пысăкланса 3 миллиард тенкĕ ытлапа танлашнă. Промышленность продукцийĕн производствин калăпăшĕ 1 миллиард та 170 миллион тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăхĕ муниципалитет округĕн экономикин чи пĕлтерĕшлĕ отраслĕ шутланать. Ял хуçалăх продукцине туса илессин калăпăшĕ хуçалăхсен пур категорийĕнче те 4 миллиард тенкĕ ытла пулнă. 2025 çулта Елчĕк пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 98,07 тонна туса илсе рекордлă кăтарту тунă. Çавăн пекех 33206,9 тонна сĕт, 2888,3 тонна аш-какай туса илнĕ. Пĕтĕмпе агропромышленность комплексĕн предприятийĕсене 2025 çулта 207 миллион тенкĕ ытла патшалăх пулăшăвĕ панă, çав шутра федераци бюджетĕнчен — 39,1 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен — 168,7 миллион тенкĕ уйăрнă. Округри предприятисемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ял хуçалăх техникин паркне çĕнетесси ăнăçлă пурнăçланса пырать. Акă, 2025 çулта 44 техника туянма 360,7 миллион тенкĕ тăкакланă (çав шутра тĕш тырă пухакан 6 комбайн тата 13 çĕнĕ трактор туяннă). Малашлăх плансем пысăк. Квалификациллĕ кадрсем çитменнине шута илсе ял хуçалăхĕнчи ĕç илĕртỹлĕхне ỹстерес тесен ĕç укçине республикăри вăтам шая çитерессипе ĕçлеме палăртаççĕ. Çакă пур специалистсене упраса хăварма кăна мар, çамрăк профессионалсене ĕçе явăçтарма, çавна май отрасле малалла аталантарма тата кадрсен ыйтăвне татса пама май парать.

2025 çулта округра пурĕ 94 миллион тенкĕлĕх 10 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ (8-шĕ — ял хуçалăхĕнче, 2-шĕ — потребитель рынокĕн тытăмĕнче). Кăçал вара Елчĕксем 14 проекта пурнăçлама палăртнă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 193 миллион тенкĕпе танлашать.

Граждансене социаллă пулăшу пама федераци тата республика бюджечĕсенчен çулсерен самай укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пĕлтĕр çак тĕллевпе округра пурăнакансем 172,4 миллион тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнă. Муниципалитет округĕн 2025 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 741,8 миллион тенкĕпе танлашнă (2024 çулпа танлаштарсан çакă 7,5 процент ỹсĕмлĕ), çав шутра харпăр тупăш шайĕ — 218,3 миллион тенкĕ (ỹсĕм — 29,3 процент). Бюджет тăкакĕсем 790,8 млн тенкĕпе танлашнă. Укçа-тенкĕн тĕп калăпăшне социаллă пурнăçпа культура сферине (500,7 млн тенкĕ) янă. 2025 çулта пĕтĕмпе 2522 тăваткал метр 17 пурăнмалли çурт хута янă. Тĕрлĕ программăпа килĕшỹллĕн 3 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă (7,3 миллион тенкĕлĕх). Тăлăхсене хỹтлĕхпе тивĕçтересси — тĕп тĕллевсенчен пĕри, 3 тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă ачасем пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулнă.

«Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» патшалăх программин мероприятийĕсене пурнăçланă май 2025 çулта Елчĕкри Советская урамри аллейăна 3 млн тенкĕ ытлалăх тирпей-илем кĕртнĕ. Кăçал ку енĕпе ĕç малаллах тăсăлĕ. Территорисене тирпейлес тĕлĕшпе вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнĕ проектсене пурнăçа кĕртни ырă çимĕç парать. Асăннă программа вăя кĕнĕренпе округ территорийĕнче пĕтĕмпе 300 млн яхăн тенкĕлĕх 389 проект пурнăçланнă, çав шутра 2025 çулта — 89 млн тенкĕлĕх 109 проект. Кăçал вара «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн 109,5 миллион тенкĕлĕх 51 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă.

Социаллă пуçарусен шучĕ çулсерен ỹссе пырать. Шыв пăрăхĕсене юсасси пек пысăк та пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçланни чăннипех те савăнтарать. 2025 çулта шыв пăрăхĕсен сечĕсене сакăр ялта 23 миллион тенкĕ ытлалăх (23,1 млн тенкĕ) улăштарнă. Çулсене юсама иртнĕ çул 29 миллион тенкĕ янă (пурĕ ялсенчи 38 çул). Çавăн пекех 2025 çулта асăннă программа пулăшнипе Елчĕкри тĕп лапамра Раççей Геройĕн Николай Алексеевич Петровăн бюстне вырнаçтарса территорие тирпей-илем кĕртнĕ (1,9 миллион тенкĕлĕх). Асăннă проектсене пурнăçлас ĕçе ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем тата уйрăм предпринимательсем хастар хутшăннине палăртма кăмăллă.

Сăмах май, 2026 çулта пуçласа модульлĕ пушар деповĕсене (Аслă Пăла Тимеш тата Вăрăмхăва ялĕсенче) тăвас тата Курнавăшри пушар деповĕн çуртне юсамалли проектсене кĕртнĕ. 2025 çулта Елчĕк ялĕн Çурçĕр урамĕнче вырнаçнă 1-мĕш тата 3-мĕш нумай хваттерлĕ çуртсен хушшинчи çула юсанă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсен пĕтĕмĕшле пурлăхне тĕпрен юсамалли республика программипе килĕшỹллĕн Çурçĕр урамĕнчи нумай хваттерлĕ 3-мĕш çурт тăррине 7,8 миллион тенкĕлĕх юсаççĕ. Экологи хăрушсăрлăхне ỹстерес тата халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе Елчĕк ялĕнчи тасатмалли сооруженисен пăрăхĕсене 10 миллион тенкĕлĕх юсанă. Проекта округра пурăнакансем нумай хутчен ыйтнипе пурнăçланă.

Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха ỹстерес ыйту пысăк тимлĕхре. 2025 çулта Республика Правительстви пулăшнипе «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» республика çулĕ çинче 9,41 çухрăм тăршшĕ лаптăкра 104,4 миллион тенкĕлĕх юсав ирттернĕ. Халăх ыйтăвĕсене куллен пурнăçласа пыни влаçпа граждансем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет, ытти социаллă задачăсене татса пама пулăшать. Çул-йĕр фончĕн шучĕпе пурнăçланă ĕçсем те анлă. «Комсомольски-Елчĕк-Пăва-Хăвăлçырма» çулне — 10,8 млн тенкĕлĕх, «Елчĕк — Курнавăш» çулне — 7,6 млн тенкĕлĕх, Лаш Таяпа ялĕнчи Николаев, Овражная, Октябрьская урамĕсенчи çул-йĕре 4,3 млн тенкĕлĕх, Кĕçĕн Таяпа ялĕнче (12-мĕш çуртран пуçласа 30-мĕш çурт таран) 1,3 млн тенкĕлĕх çул-йĕре юсанă.

Пĕлтĕр «Елчĕк — Кĕçĕн Таяпа» автомобиль çулне тĕпрен юсас ĕç пуçланнă. Унта Елчĕкри Çурçĕр урамĕнче çутăсене вырнаçтарасси тата урам тăршшĕпе тротуар тăвасси (9,8 млн тенкĕ) кĕрет. Урамри çутă тытăмне хута янă, тротуар сарас ĕç вара кăçалхи çул малалла тăсăлĕ.

Çавăн пекех 2026 çулта Аслă Елчĕк ялĕнче автомобиль çулне сарас ĕç малалла пырĕ. Проект Карл Маркс, Лермонтов урамĕсене, Лермонтов урамĕнчен Матросов урамне çитекен тăкăрлăка, çавăн пекех Комаров урамне пырса тивет. «Çĕнĕ Пăва — Кĕçĕн Шăхаль» автомобиль çулĕ çинче çуран çỹрекенсене каçмалли вырăнсем тума тата стационарлă çутăсем вырнаçтармалли проекта улшăнусем кĕртмелле пулнă пирки ĕçе кăçал пурнăçлатпăр. 2026 çулта муниципалитет округĕн çул-йĕр хуçалăхне аталантарма та чылай укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă.

Чăваш Ен Правительствин Председателĕн Сергей Артамоновăн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» республика пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулне юсас ĕç кăçалах пурнăçланĕ.

Ку автомобилистсене çул çỹремелли условисене лайăхлатнипе пĕрлех çынсене хăтлăхпа тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет.

2026 çулта пурнăçламалли ĕçсен шутне çаксем кĕреççĕ: «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» — Шуршу-Чăваш Тăрăм автомобиль çулне юсасси 2,750 км, 2026-2028 çç.- 7,1 млн тенкĕлĕх; «Комсомольски-Елчĕк-Пăва»-Хăвăлçырма автомобиль çулне юсасси», 1,140 км, 2026-2027 çç. — 6,1 млн тенкĕлĕх; «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» — Патреккел автомобиль çулне юсасси, 0,525 км, 2026 ç. — 5,6 млн тенкĕлĕх, «Яманчỹрел — Кавал» автомобиль çулне юсасси, 1,021 км, 2026-2027 çç. — 3,3 млн тенкĕлĕх; «Кушкă-Энтепе» автомобиль çулне юсасси, 0,902 км, 2026-2028 çç. — 3,3 млн тенкĕлĕх; Вăрăмхăва ялĕнчи Тĕп урамри автомобиль çулне юсасси, 0,755 км, 2026 ç. — 5 млн тенкĕлĕх.

Вĕренỹ тытăмне аталантарасси приоритетлă тĕллев шутланать, çавна май ăна пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2025 çулта Елчĕк шкулĕнче питĕ пысăк юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Инвестицисен калăпăшĕ 62,2 миллион тенкĕпе танлашнă. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пысăк тава тивĕç.

Юлашки çулсенче Елчĕк муниципалитет округĕнчи шкулсем пуçаруллă бюджет программисене хастар хутшăнни ырă пулăм.

Эффективлă вĕренỹ процесĕн тĕп пайĕсенчен пĕри шкул ачисем тĕрлĕ шайри ăслăлăх тата предмет олимпиадисене хастар хутшăнни шутланать. Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин регионти тапхăрĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнчи 7 пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденири вĕренекенсем хутшăннă. Пурĕ 32 шкул ачи 16 тĕрлĕ предметпа хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне кăтартнă. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе 1 вĕренекен çĕнтерỹçĕ пулса тăнă, 7 вĕренекен суйласа илнĕ облаçсенче пысăк хатĕрленỹ шайне тата лайăх пĕлỹ кăтартса призерсен йышне кĕнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендийĕ çамрăк ăрăвăн çитĕнĕвĕсене тата талантне пысăка хурса хаклани шутланать. 2025 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе асăннă стипендие округри 33 çамрăк тивĕçнĕ, вĕсенчен 30-шĕ — шкулта вĕренекенсем.

Спорт кашни çын тата обществăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

Çакна палăртмалла, юлашки çулсенче Елчĕк муниципалитет округĕнче тĕп спорт тĕсĕсем хоккей, кире пуканĕ йăтасси, йывăр атлетика, армрестлинг, ирĕклĕ кĕрешỹ, регбол шутланаççĕ, çакна пирĕн спортсменсен пысăк çитĕнĕвĕсем çирĕплетеççĕ.

Паха медицина пулăшăвĕсĕр халăха тивĕçлĕ пурнăç туса пама май çук. Халăхăн вăтам ĕмĕрĕ 77 çулпа танлашать, çав хушăрах арçынсем 70 çула яхăн пурăнаççĕ, хĕрарăмсем 83 çул патне çитеççĕ. Хальхи вăхăтра больницăна 235 ĕçченрен тăракан штатпа, çав шутра пур шайри пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсен хушшинче опытлă тухтăрсем (35 çын), вăтам медицина персоналĕ (124 ĕçчен) тата ытти ĕçченсем (76 çын) вăй хураççĕ.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2025 çулта тĕп больница коллективĕ пилĕк çамрăк врачпа тата виçĕ вăтам медицина ĕçченĕпе пуянланнă. Унсăр пуçне икĕ тухтăр ял тăрăхĕнче ĕçлекен тухтăрсене пулăшу паракан «Земство врачĕ» федераллă программăна хутшăнать, пĕр сотрудник «Земство фельдшерĕ» программăпа ĕçлет.

Паянхи кун тĕллевлĕ вĕрентỹ программипе 17 студент вĕренет (вĕсенчен вуннăшĕ тухтăр пулать, тепĕр иккĕшĕ ординатурăра хатĕрленеççĕ). 2025 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пуçарнă «Сывлăх патне утăм» проект пурнăç пахалăхне тата халăхăн пурнăç тăршшĕне ỹстерес тĕлĕшпе пысăк витĕм кỹчĕ. Çак анлă проекта Елчĕк округĕнчи 2289 çынна явăçтарнă, пуçламăш тапхăрти чирсене вăхăтра тупса палăртма пулăшнă, çапла майпа сиплев эффективлăхне тата йывăрлăхсене сирессине палăрмаллах ỹстернĕ.

Юсав ĕçĕсене малаллах тăсĕç. 2026 çулта Аслă Елчĕкри врач амбулаторине 22 миллион тенкĕлĕх юсама палăртнă.

Кунсăр пуçне, районти тĕп больницăри столовăйра 990 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттермелле.

Культура кашни çыннăн ăс-хакăлпа мораль пуянлăхĕн никĕсĕ пулса тăрать, вăл çыннăн кăмăл-сипет пахалăхĕсемпе принципĕсене йĕркелет. 2025 çулта районти культура çурчĕн никĕсĕ çинче 196 вырăнлă çĕнĕ йышши кинозал уçни культура сферинче пурнăçланă чи пĕлтерĕшлĕ проект пулнă. Çавăн пекех 2025 çулта Вăрăмхăвари клуба тĕпрен юсанă, унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 8,4 миллион тенкĕпе (8409,3 пин тенкĕ) танлашнă. Кĕçĕн Таяпари, Таяпа Энтринчи, Кивĕ Арланкассинчи культура çурчĕсенче пурĕ 587,2 пин тенкĕлĕх кулленхи юсав ĕçĕсене пурнăçланă.

Çĕнĕ Эйпеçри ял клубне 423,6 пин тенкĕлĕх çĕнĕ меллĕ креслăсемпе тивĕçтернĕ.

Кăçалхи çул Кивĕ Эйпеçри культура çуртĕнче 8,8 миллион тенкĕлĕх (8795,04 пин тенкĕ) юсав ирттерме палăртаççĕ. «Пушкин картти» программăна асăнни вырăнлă. Вăл культура отрасльне укçа-тенкĕ енчен пулăшу парать тата çамрăксене хамăр тăрăхри искусствăпа тата культура еткерлĕхĕпе кăсăклантарассине ỹстерет.

2026 çула Раççейре Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ, Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Пирĕншĕн çĕршывăмăрăн нумай нациллĕ еткерлĕхне упраса хăварса пулас ăрусене парса хăварасси, килĕштерсе пурăнса малашлăха пĕрле йĕркелесси чăннипех те пĕлтерĕшлĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕ кашни çулах пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регионти тапхăрне хастар хутшăнать, ĕçлекенсен пысăк тавра курăмне тата професси ăсталăхне кăтартса парать. 2025 çулта та округ харăсах икĕ номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннине хаваспа палăртма пулать.

Хăрушсăрлăх теми яланах çивĕч тăрать. Вăл кашни çынна, кашни çемьене тата пĕтĕмĕшле обществăна пырса тивет. 2025 çулта округ территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру пулман, 19 пушар (2024 çулта — 19 пушар) тухнă, пушарта вилнисем тата суранланнисем çук (2024 çулта — 3 çын). Пушар тухассине асăрхаттарас тĕллевпе 2025 çулта 229 кил-çуртра пурĕ 474 пин тенкĕлĕх тĕтĕм тухнине асăрхаттаракан 500 единица автономлă извещатель вырнаçтарнă.

Çакна та палăртса хăвармалла: 2023 çулта округ бюджечĕпе 463 извещатель, пурĕ 197 пин тенкĕлĕх вырнаçтарнă. Автономлă извещатель лартас ĕç 2026 çулта малалла тăсăлать.

2025 çулта агропромышленность комплексĕнчи «Хăрушлăхсăр хула» регионти интеграци платформипе килĕшỹллĕн Елчĕк округĕнче 416,5 пин тенкĕлĕх 7 çĕнĕ видеокамера хута янă, çавăн пекех ЕДДСра камерăсем ỹкернине централизациленĕ сăнав йĕркеленĕ. Кивелнĕ 6 камерăна хальхи модельсемпе улăштарнă, вĕсем валли 149,3 пин тенкĕ тăкакланă. Пĕлтĕр Чăваш Республикинчи халăха пĕлтерекен тытăма çĕнетмелли Çул карттипе килĕшỹллĕн Яманчỹрел ялĕнче 1158,8 пин тенкĕ тăракан оконечник вырнаçтарнă. 2026 çулта Елчĕк ялĕнче 2,8 миллион тенкĕлĕх 2 оконечник лартма палăртнă. 2023 çултан пуçласа 2025 çулччен округра 3 оконечник вырнаçтарнă (2023 çулта — Елчĕкре, 2024 — Шăмалакра, 2025 çулта — Яманчỹрелте). Планпа килĕшỹллĕн 2030 çулччен пурĕ 16 оконечник вырнаçтармалла, çапла майпа мĕнпур халăха пĕлтерỹ тытăмĕпе тивĕçтермелле. Асăннă мерăсем чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан информацие халăх патне хăвăрт тата тухăçлă çитерме май параççĕ.

— Çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн, ăнланса пулăшса пынăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхне, Чăваш Республикин Правительствине, пур шайри депутатсемпе ертỹçĕсене, ĕç коллективĕсене, çавăн пекех округри мĕнпур çынна пысăк тав сăмахĕ калатăп. Çитес çулсем Елчĕк муниципалитет округĕн аталанăвĕшĕн ăнăçлăрах пуласса шанатăп. Малалла та пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса, шанса ĕçлесен эпир тата ытларах ĕçсем тума пултарăпăр. Пĕрлĕхре — вăй! Тавах сире пурне те, — çапла вĕçлерĕ хăйĕн отчетне Леонард Левый.

Залра пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Лариса Рафикова, Чăваш Енри Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова тухса калаçрĕç. Вĕсем Елчĕк округĕнчи тĕрлĕ сферăри курăмлă аталану тĕслĕхĕсем çинче чарăнса тăчĕç.

Пĕтĕмлетỹ тунă май канашлăва хутшăнакансем 2025 çул çирĕп ỹсĕмлĕ çулталăк пулнине палăртрĕç: финанс тытăмне çирĕплетессинче, активлă инвестици политикине тата социаллă инфраструктурăна çул парассинче, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессинче.

2026 çулта мĕнле тĕллевсем? Чи малта округ халăхĕн пурнăç пахалăхне малалла ỹстерес, пысăк инфратытăм проекчĕсене пурнăçа кĕртес тата территорин экономика хăватне çирĕплетес задачăсем тăраççĕ.

— Округ тĕрĕс çулпа пырать тесе шутлатăп. Елчĕк округĕнче пурăнакансене ĕçленĕшĕн, тăван çĕре чунтан юратнăшăн тав тăватăп, — палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Тĕлпулу вăхăтĕнче çынсем пуçлăха хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама пултарчĕç, тулли хуравсем илчĕç.

Канашлу вĕçĕнче республика Пуçлăхĕ округра пурăнакансене патшалăх наградисем пачĕ.

«Крахмалпром» ООО директорĕ Александр Кудряшов професси ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавĕпе Вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата правăна сыхлакан органсен ветеранĕсен (пенсионерсен) канашĕн председательне Елена Петровăна, «Централизациленĕ бухгалтери» МКУн тĕп специалистне Наталья Смирновăна чысларĕç. Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен Тимур Амасевпа Герман Кузьмин, Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи Тарас Пупинпа Курнавăш шкулĕнчи Ксения Цветкова, Елчĕкри тĕп больницăн медицина сестри Венера Чернова, «Эмметево» ООО тракторисчĕ Алексей Захаров, «Слава картофелю — Яльчики» агрофирма» ОООри агроном Дмитрий Трофимов ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине çирĕплетекен сертификата илчĕç.

Олег Николаев журналистсене кăсăклантаракан ыйтусем çине те хуравларĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Марина Смолина сăн ỹкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code