Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Историне упракан вырăн

Историне упракан вырăн

Мартăн 10-мĕшĕнче Раççейре çулсерен архивсен кунне паллă тăваççĕ.

Архив пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Шăпах унта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йĕркеленĕвĕ тата аталанăвĕ, округри вĕренỹпе культура учрежденийĕсен, организацисемпе предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен информаци упранать. Ял территорийĕсенче, округра пулса иртекен улшăнусем те унти документсенче вырăн тупаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, архивра — пирĕн округ историйĕ.

Хальхи тапхăрта Елчĕк архивĕн 191 фондĕнче 25226 документ. Вĕсен шучĕ çулсерен ỹссе пырать. Çавна шута илсе округ администрацийĕ архив валли хушма пỹлĕм уйăрчĕ, укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене те хăйĕн çине илчĕ. Кунта урайсене, стенасене сăрланă, пластик алăка тимĕрлипе улăштарнă, чỹречесем çине шуса çỹрекен тимĕр решеткесем тата жалюзи вырнаçтарнă, электрооборудованисен тытăмне çĕнетнĕ. Çапла вара юсав ĕçĕсен калăпăшĕ 233,7 пин тенкĕпе танлашнă, унсăр пуçне тимĕр стеллажсемпе (206,6 пин тенкĕ) тивĕçтернĕ.

Паянхи пурнăçра патшалăх шайĕнче те, уйрăм çыншăн та архив ĕçĕн пĕлтерĕшне хаклама йывăр. Архивсене этемлĕхĕн ĕмĕртен пыракан аса илĕвĕ теме пулать. Вĕсем этем астăвăмĕн, историйĕн, иртнин, хальхин тата пуласлăхăн ĕмĕрлĕх управçисем.

Галина ИВАНОВА,
тĕп специалист эксперт.

Е.Игнатьева сăн ỹкерчĕкĕнче: архив пайĕн ĕçченĕсем Галина Иванова (сылтăмри) тата Зоя Печкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code