Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Маттурсем, 4-мĕшсем!

Маттурсем, 4-мĕшсем!

Республикăра онлайн йĕркепе 4-мĕш классенче вĕренекенсен ăс-хакăл вăййисем иртнĕ.

Черетлĕ 31-мĕш ăслăлăх ăмăртăвĕнче Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти Алена Даниловăпа Вера Молоствова педагогсен «ачисем» палăрнă. «Чăваш чĕлхи» номинацире Мария Васильевăпа Александр Мудрецов иккĕшĕ те 3-мĕш вырăн йышăннă пулсан, литература вулавĕнче вара Егор Харлампьевпа (1-мĕш) Майя Григорьева (2-мĕш) тата çỹлерех çĕкленнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code