«…Мĕн пурăннă таран
Хĕрарăма мухтар.
Ун ячĕпе ялан
Мухтав юрри юрлар».
(Юрăран).
Тĕнчен черченке пайне ĕмĕрсен тăршшĕпе хăйсен ĕçĕсенче калем тата сăрă ăстисем миçе пин хутчен çутатнă-ши? Вĕсемпе çыхăннă искусствăн вĕçĕмĕ пулас çук, мĕншĕн тесен хĕрарăм вăл — вăрттăнлăх.
Кашни çыннăн пурнăçĕнче хăйĕн идеалĕ пур-тăр. Çак ăнлава эпĕ Аслă Елчĕкри виçĕ ăсчах-пăхаттире çуратса çитĕнтернĕ тата усрав ачана ура çине тăратнă Евдокия Михайловна Волковăпа çыхăнтаратăп. Анчах мухтавлă ывăлĕсен ăслăлăхпа медицинăри çĕкленĕвне кура мар, хăйĕн çынлăхне вĕсене парнеленĕшĕн ун умĕнче пуçăма таятăп.
94 çул та сакăр кун пурăннă кинемейпе пĕр хутчен çеç тĕл пулса калаçма тỹр килнĕ, çапах та халĕ те тахçанах тата лайăх пĕлнĕ пек туйăнать. Ырă чунлă, ăслă, ăш пиллĕ, тарават, сăпайлă. Шỹтлеме юрататчĕ. Чиркỹ прихучĕн шкулĕн 2 класне кăна пĕтернĕ вăл. Шăллĕне (Ефим Молоствов каярахпа икĕ аслă пĕлỹ илнĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ пулса тăнă. — ред.) пăхмалла тесе амăшĕ ăна урăх шкула яман. Шутсăр учитель пулас килнĕ унăн. Ĕмĕтне пурнăçлайманскер ачисем вĕреннĕ çын пулччăр тесе тăрăшнă.
Ачасен пурнăçĕнчи кашни пăтăрмах, инкек-синкекĕ — амăшĕшĕн чĕре ыратăвĕ, вĕсен савăнăçĕ — амăшĕн савăнăçĕ. Çулсем иртнĕçемĕн те кĕçĕннисем уншăн чун тĕпренчĕкĕ вырăнĕнче. Альтук аппа академике тухнă ывăлне пуçĕнчен шăлса ачашлани куç умĕнчех-ха.
Геннадий Викторовăн «Урăхла халь тин эпĕ пулаймăп…» кĕнекинче Геннадий Никандрович çапла каланă йĕркесем пур: «Анне пурăннă чухне эпир те сывă. Вилĕмсĕр. Вăл çук пулсан çак тĕнчере пурте тĕрексĕр, пирĕн кун-çулăн тĕрев юписем силленме пуçлаççĕ…»
Этнопедагогика никĕслевçи хăйĕн кашни кĕнекинче хĕрарăмăн, чи малтанах амăшĕн, сăнарĕ урлă воспитанин тĕрлĕ ыйтăвĕсене хускатнă…
Хĕрарăм — пурнăç тыткăчи, арçыннăн тĕп воспитателĕ. Хитре, тĕрлĕ енлĕ, чун хавалĕпе калама çук вăйлă та çирĕпскер. Чечек, хĕвел, асамлăх, хавхалану… Пахалăх паллисене вĕçĕмсĕр палăртма пулать. Ăна нимĕç драматургĕн Готхольд Лессингăн сăмахĕсемпе пĕтĕмлетсе çирĕплетер: «Женщина есть образцовое произведение Вселенной».
Пирĕн округри нумай хĕрарăм пирки çакна калама çук-и вара? Вĕсенчен кашниех — кил-çурт ăшшийĕн ырă пирĕштийĕ. Çав вăхăтрах çĕнĕ е йывăр ĕçсене пуçăнма хăраманни те паттăрла утăм. Кушкă ялĕнчи Ирина Чайкина, акă, маларах хăйне суту-илỹре тĕрĕсленĕ пулсан, 2013 çулта хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелет: 33-ри хĕр выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлеме тĕв тытать. Çулталăкранах «Начинающий фермер» программăпа килĕшỹллĕн 1 миллион та 100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ.
Халĕ ĕнтĕ ура çинче çирĕп тăраканскер, 73 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутран 29 сăвăнакан ĕне, тытать. Утă-курăкне хатĕрлемешкĕн 260 гектар çĕр лаптăкĕ пурри те çăмăллăх.

«Сатурн» ЯХПКри Ольга Крысова ĕне сăвакан оператор та хастаррисен йышĕнчен. Пĕр вырăнти ĕç стажĕ 25 çул унăн. Пĕлтĕр пĕр ĕне пуçне вăтамран 9850 килограмм сĕт сунă. Пилĕк ачаллă çемьен хуçалăхĕнче те сахал мар выльăх: 3 ĕне, 4 вăкăр, 2 сысна. Чăхсем 20-е яхăн. Паллах, мăшăрĕ, Николай Федорович, сăнавçă рольне «выляканскер» мар, апла пулин те кашни ир 4 сехетре фермăна васкакан хĕрарăмăн тиевĕ йывăртарах.
Ольга Георгиевнан ĕçри тăрăшулăхне Раççей тата Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствисен, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе хакланă.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче те хăйсен профессине чун-чĕрепе парăннисем кăна ĕçлееççĕ. Вĕсем вара — вуншарăн. Ĕнел ялĕнчи Галина Яковлева округри тĕп больницăра 1977 çултанпа вăй хурать. Чылай çул терапи уйрăмĕнче пулнă пулсан, халĕ — хирурги уйрăмĕн аслă медицина сестри. Ĕçтешĕсем те, пациентсем те сăпайлăхĕшĕн, тỹрĕ кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ ăна.
Кунта çакна палăртни те кирлех: Галина Варсонофьевнан мăшăрĕ Михаил 45 çул васкавлă медицина пулăшăвĕн водителĕнче тăрăшнă. Вăл та ăш пиллĕ çын. Ывăлĕ — Сергей — Республика больницин санавиаци уйрăмĕн заведующийĕ. Унăн мăшăрĕ, Ольга, республикăри перинаталь центрĕн гинеколог тухтăрĕ. Яковлевсен хĕрĕ, Антонина, терапевт. Вĕсен ĕç династийĕн пĕтĕмĕшле стажĕ вара 400 çултан та иртет.
Халăх хушшинче «Килте ларсан — ватăлан» тенине час-часах илтме пулать. Нумайăшĕ, тĕп ĕçре тимленисĕр пуçне, обществăлла ĕçсен пысăк çĕклемне хăйсем çине илнĕ. Унсăрăн канăçлăх çук вĕсен, çавăнпа пенси çулĕсенче те яланах халăх хушшинче. Ку тĕлĕшпе Аслă Пăла Тимешри Зинаида Портнова тĕслĕх, ялти ветерансен канашĕн председателĕ, «Елчĕк ен» хаçатăн активлă ялкорĕ, сăвăсен кĕнеки авторĕ. Вăл ытларах килĕшỹре пурăнакан çемьесене, ĕçре палăрнă харсăрсене пропагандăлать, вĕсем урлă çамрăксене ырă тĕслĕх илме çул уçать. Портновсене хăй вăхăтĕнче «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăлани те çакăн палли.
Кушкă шкулĕнчи Анна Портнова вĕрентекен пуçарăвĕпе ялта тăван тавралăх музейне йĕркелеме пуçласан Зинаида Петровна та кунти активистсен ушкăнне чăмăртаннă. Сăмах май, Анна Ильинична аслă тантăшĕн хавхаланăвĕпе хăй те унран ỹксе юласшăн мар. Шкул юхăмĕнче пулнă тапхăртах Чăваш наци конгресĕн округри уйрăмне ăнăçлă ертсе пырать, 2025 çулхи кăтартусемпе регионта 3-мĕш вырăна тухни — пысăк сум. Округри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциаци ĕçне йĕркелесе пырасси те ун çинче. Кунĕпе пуçтарăннă ĕшенĕве сирме вара каçсерен «Пăла таппи» ансамбле çỹрени пулăшать ăна.

Кивĕ Эйпеçĕнчи Татьяна Сусметова педагог та ĕç хыççăн клуба васкать. Шкулта ачасем пулсан, кунта вара тепĕр команда — хĕрарăмсен «Хĕлхем» ансамблĕ кĕтет ăна. Хăй пуçарнă тата хăех ертсе пыракан коллектив халăх хушшинче ырă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, тĕрлĕ конкурсра çĕнтернин хисепĕ те хушăнсах пырать. Хĕлхемçĕсем — тапса тăракан çăл куç евĕр, ял тĕкĕрĕ, вăйĕ.

Раиса Горшкова — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, 42 çул Курнавăш ялĕн вулавăш ертỹçинче тăрăшать. Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн пысăк стажлă пуçлăхĕ вăл, 20 çул ытла çамрăк çемьесен «Пурнăç илемĕ» клубне ăнăçлă ертсе пырать. 2008 çулта республикăри конкурсра та çĕнтернĕ. 2016 çулта «Чăваш Енри чи лайăх библиотека ĕçченĕ» ята çĕнсе илнĕ. Раиса Онуфриевна — çамрăксен наставникĕ, çынпа çăмăллăн пĕр чĕлхе тупма пултараканскер, кирек мĕнле ĕçре яваплăха, тĕплĕхе мала хураканскер.

Шуршури Антонина Павлова та культура тытăмĕнче: клуб заведующийĕ. Ял старости, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ те. Правурскер, теветкеллĕскер ялти пĕтĕм ĕçе йĕркелесе тăрать тесен те йăнăш мар пулĕ. Халăх пуçарăвĕпе пурнăçлакан объектсене çĕнетессинче е тăвассинче хулари, çавăн пекех тĕрлĕ регионта пурăнакан ентешĕсене те явăçтарать.
Шуршусем ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене пулăшассинче питĕ маттур. Вĕсен тăхтав çук ку тĕлĕшпе. Хỹтлĕх тетелĕсем, окоп çуртисем хатĕрлемелле, тĕрлĕ япала, апат-çимĕç, салтаксен заявкисене пурнăçлама укçа-тенкĕ пухмалла… Кунта «ял — хула» çыхăнăвĕ çирĕпленнин те усси пысăк.
СВО теми çиеле тухнă май, пурнăçа тытса пыракансен (арçынсем, кỹренер мар. — ред.) пултарулăхĕ, çынсене ертсе пыраслăхĕ питĕ лайăх палăрать. Урăхла каласан, паянхи çăмăл мар лару-тăрура ыттисене мобилизацилеме пултарни — ăсталăх та. Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен амăшĕсем вĕсем: Алевтина Иванова (Кĕçĕн Таяпа), Людмила Орлова (Каркалар), Нина Левая (Çирĕклĕ Шăхаль), Зинаида Михеева (Хăвăлçырма), Елена Карпова (Тип Тимеш)… Чун-чĕрисенче лăпкăлăхпа канăçлăх пулмасан та, ытти чухнехинчен икĕ хут вăйлăрах ĕçленĕн туйăнаççĕ. Салтаксене куллен пулăшас тĕллевпе тимленисĕр пуçне ытти мероприятире те вĕсемсĕр ниепле те. Статьяри пирĕштисем, пурте тенĕ пекех, суйлавсен тапхăрĕнче комиссисен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа хутшăнаççĕ, хальхи вăхăтра округ энциклопедийĕ валли материалсем пухассипе пархатарлă ĕç тăваççĕ.

Халăхра «Вăрçă хĕрарăм сăнĕллĕ мар» тенĕ каларăш тахçанах хăйĕн пĕлтерĕшне çухатнă ĕнтĕ, мĕншĕн тесен çĕршыв хỹтĕлевçисен йышĕнче хĕрсем те пур. Хăвăлçырма ялĕнче çуралнă Валентина Порядкован (Зинаида Михееван хĕрĕ. — ред.) ача чухнех çынсене пулăшас туртăм вăйлă пулнă, çавăнпах шкул хыççăн Канашри медколледжа вĕренме кĕнĕ. «Куç микрохирургийĕ» МНТКн Шупашкарти филиалĕнче ĕçленĕ май, 2023 çулта СВОра уйăх ытларах командировкăра пулать вăл. Хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăна Лука Крымский медалĕпе наградăланă.
Иккĕмĕш хутчен хĕрỹ точкăра — иртнĕ çулхи март-апрель уйăхĕсенче. Июль уйăхĕнче вара хăй ирĕкĕпе çулталăка контракт çырнă. Сывлăш-десант çарĕн 39-мĕш уйрăм гварди аэромобиль отрячĕн медсестрин çапăçусем пыракан малти линие те тухма тивет. Çар ĕçĕсен ветеранне «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн» патшалăх медальне илме тăратнă.
Валентина Витальевнан хастарлăхĕ амăшĕнчен куçни çакăнтан та курăнать: 2024 çулта Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ ирттернĕ «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра вăл 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
СВО темине вĕçленĕ май Аслă Шăхалĕнчи Наталия Волковăна та палăртмасăр иртме çуках. Вăл, «ZOV-Яльчики» телеграм канала йĕркелесе пыраканскер, салтак амăшĕсемпе тата волонтерсен штабĕпе тачă çыхăну тытать, пĕр шухăшлисемпе çынсене салтаксен çар заказĕсене пурнăçлама явăçтарать.
Пĕр çыравçăн хайлавĕнче çакнашкал сăмахсем пур: «Сăнĕ хĕвел ăшшиллĕ, куçĕ çăлтăр çутиллĕ, эппин, чунĕ кăварлă». Паллах, вăл — Хĕрарăм! Унăн пĕлмен ĕçĕ çук, çавăнпа яланах канăçсăр та. Уншăн талăкра 24 сехет кăна мар-тăр çав.
Хĕрарăм вăл — романпа поэмăн вĕçĕмсĕр сюжечĕ…
Николай МАЛЫШКИН.

