Мартăн 9-15 мĕшĕсенче Раççейре — вăраха кайнă С гепатитпа кĕрешмелли тата унран асăрханмалли эрнелĕх.
Вăраха кайнă вируслă С гепатит анлă сарăлнă чирсен шутне кĕрет. Унпа чирлесен çын чирĕн нимĕнле палăрăмĕсене те туймасса пултарать, чир пирки черетлĕ диспансеризаци е медицина тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче кĕтмен çĕртен пĕлет. Çавăнпа та гепатитсенчен вăхăтлă тĕрĕсленсех тăни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. С гепатитран, сăмахран, вируса хирĕç препаратсене тухтăр çырса панă курспа ĕçсе ирттерсен, пĕтĕмпех сывалма пулать. Паллах, ăна тупса палăртса малтанхи тапхăрĕсенче, пĕвер циррозĕ патне çитериччен сиплесен. Çавăнпа та диагностика питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Хăйсен С гепатит вирусĕ пуррине пациентсенчен чылайăшĕ, каларăмăр ĕнтĕ, ăнсăртран, профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухнă хыççăн, çие юлма хатĕрленес умĕн е донор пулнă чухне юн яракан станцисенче, пĕлет. Кун пек пациентсен нимĕнле симптомсем те палăрман — пĕверĕ пысăкланман, ỹчĕ те сарăхман, хăйсене сывă туйнă. 2025 çулта Чăваш Республикинче 269 пациентăн вăраха кайнă вируслă С гепатит диагнозне палăртнă.
Эмилия Петухова терапевт тухтăр пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулта Елчĕкри тĕп больницăра диспансеризаци шайĕнче 887 пациента гепатит С вирусĕ çине антителасем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ, 4 пациентра тупса палăртнă. 2026 çулта 241 çынна тишкернĕ. Хальхи вăхăта Елчĕк округĕнче 6 пациентăн вăраха кайнă вируслă С гепатит диагноз, вĕсем пурте диспансер учетĕнче тăраççĕ.
С гепатит вирусĕ инфекциллĕ çыннăн юнĕпе тата ытти биологи шĕвекĕсем урлă куçать. Чирлĕ çыннăн юнĕ юна е тепĕр çыннăн сиенленнĕ ỹтне (лаймака сийне) лексен ытларах пулать. Инъекциллĕ наркотиксемпе усă куракансем, татуировка, пирсинг юратакансем тата косметологи, маникюр салонĕсене çỹрекенсем, енчен те вĕсенче инструментсене стерилизацилес ĕçе кирлĕ пек тимлĕх уйăрмасан — хăрушлăх ушкăнĕнче. Унсăр пуçне С гепатит вирусĕ ар çулĕпе, çавăн пекех инфекциллĕ амăшĕнчен ачана йывăр çын чухне е ача çуратнă чухне куçма пултарать. Асăннă чирпе аптăрас мар тесен кашнин уйрăм гигиена япалисемпе (бритвăсем, маникюр хаччи, шăл щеткисем тата ыт.те) çеç усă курмалла, йĕркесĕр, ăнсăртран пулакан хỹтлĕхсĕр ар çыхăнăвĕсенчен хăтăлмалла (презервативсемпе усă курмалла), лайăх пĕлекен салонсенче çеç пирсингỸтату тутармалла тата, паллах, наркотиксемпе усă курмалла мар. С гепатит вирусĕнчен вакцина çук, çавăнпа та профилактика енĕпе пĕтĕм яваплăх çынна хăйĕн çине тиенет. Косметологи тата ытти процедурăсене хăрушсăрлăх правилисене пăхăнакан, стерильлĕ инструментсемпе усă куракан ятарлă учрежденисенче анчах тутармалла. Вирус пуррине пĕлекен çын хăйĕн арлăх партнерне чир пирки пĕлтерме тивĕç, тата паллах, барьерлă хỹтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмалла.
Çав вăхăтрах кулленхи пурнăçра С гепатитлă çын хăрушă маррине пĕлмелле — алă тытни, кил-тĕрĕшри япаласем урлă асăннă вирус куçмасть.
Раççей шайĕнчи «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, обязательнăй медицина страхлавĕ шайĕнче вăраха кайнă вируслă С гепатит сарăлассипе кĕрешес тĕллевпе 25 çултан аслăраххисене асăннă вирус патне антителасем пуррипе çуккине тĕрĕслеме скрининг тишкерĕвĕ ирттереççĕ, çавăн пекех чирлисене эмел хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ, кăнтăрлахи стационар условийĕсенче сиплеççĕ.

