Шкул çулĕсенчи тăрăшуллă вĕренỹ, обществăлла ĕçсенчи ăнтăлупа хастарлăх малашлăха çул уçса пыракан çăл куç пекех.

Дарья Антонова Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта пĕлỹ пухнă тапхăртах хăйне нумай енчен лайăх енĕпе кăтартнă. Коллективра культура мероприятийĕсем, тĕрлĕ акцисем вăл хутшăнмасăр иртмен те темелле. Спектакльте вылямалла, пĕр-пĕр проект хатĕрлемелле, уявпа стена хаçачĕ кăлармалла — Даша унта. Çамрăксен «Тарават» фольклор ушкăнĕнче халăха савăнтарма та ĕлкĕрнĕ вăл.
9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕнĕскер юратнă ансамбльне пăрахмасть: канмалли кунсенче тăван яла килсен тантăшĕсемпе пĕрле сцена çине тухать.
Дарья Антонова çĕнĕ коллективра та çухалса кайман. Пуçаруллăскере преподавательсемпе ертỹçĕсем те асăрханă: Раççейри ачасемпе çамрăксен «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» вырăнти уйрăмĕн председательне суйланă. Колледжри актив членĕ — чылай ĕçе йĕркелекенĕ те, ертсе пыраканĕ те. Юлашки вăхăтра çамрăксен проекчĕсене ĕçе кĕртессипе те çине тăрса тимлет. Ку тĕлĕшпе уйрăм команда çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Кашниех пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса тата пĕрлехи опыта ăса хывса ĕçлени ăнăçу çулне уçать.
Студентсемшĕн колледжра вĕренме, аталанма, пуçарусене ĕçе кĕртме пĕтĕм майсем пур. Ан ỹркен кăна. Пултаруллисене вара çĕклеме те пĕлеççĕ. Даша Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине 2-мĕш хут тивĕçни те çакăн çинчен калать. Унра малашне те Елчĕксен хастарлăхĕ тапса тăнине курас килет.

