Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черчен те харсăрсен уявĕнче

Черчен те харсăрсен уявĕнче

Хĕрарăм çинчен сăмах пуçарсан унăн паха енĕсене палăртса та пĕтереймĕн. Вăл — çемье тĕрекĕ, ăшши, илемĕ. Унăн вăй-халĕ нихăçан та иксĕлмест, ал-ури канăçлăха пĕлмест, паллă поэт калашле, «шывра та путмасть, вутра та çунмасть». Хĕрарăм вăл — хăй тĕнче…

Округ администрацийĕн пысăк залĕнче Мартăн 8-мĕшĕ умĕн йăлана кĕнĕ уяв иртрĕ: ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсен амăшĕсене тата мăшăрĕсене халалланăскер. Çĕр ытла вырăнлăх тулли пỹлĕм хаваслă алă çупупа тата шăплăх саманчĕсемпе черетленсе çыхăнчĕ. Çав тапхăрта аса илỹсемпе савăнăç куççулĕсем пĕрлешсе капланса килчĕç пулинех.

Çĕршыв хỹтĕлевçисен унта пуçтарăннă кашни амăшĕ, мăшăрĕ тата килейменнисем — хăйсем те паттăрсем. Вĕсем — кĕтеççĕ, шанаççĕ, кĕлĕ тăваççĕ, çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

— «Хĕрарăм» ăнлав пĕлтерĕшĕ çав тери анлă, — сăмах илчĕ округ пуçлăхĕ Леонард Левый. — Эсир канăçлăха пĕлмесĕр кил-хуçалăха тытса пыратăр, ачăрсемпе мăшăрăрсене пулăшас тĕллевпе те куллен тăрăшатăр. СВОна хутшăнакан кашни салтак, офицер — паттăр. Шел, вăрçă çухатусăр мар, анчах паттăрсем — вилĕмсĕр, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх. Вĕсене упрайманшăн каçару та ыйтатăп. Вăрçă часрах вĕçлентĕр, ачасем сывă таврăнччăр.

Ентешсем Елчĕк çĕрĕн ятне ямаççĕ. Вĕсем çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани çинчен округ администрацине пуçлăх ячĕпе килекен Тав çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Тĕл пулура шăпах Елчĕкри Александр Радиславович Григорьев пирки унăн 45863-мĕш çар чаçĕн командирĕ янă çырăвĕпе паллаштарчĕç.

«Единая Россия» партирен суйланнă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов: «Хĕрарăм пурри арçыншăн — телей, вăл пурнăç пуçламăшĕ те, унăн тăсăмĕ те», — терĕ.

Юрий Алексеевич Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн, Патшалăх Канашĕн председателĕн, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин секретарĕн Леонид Черкесовăн саламĕсене те çитерчĕ. Хăй вара, пĕлтĕрхи пекех, пушă алăпа килмен — хĕрарăмсене «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» сахал яваплă обществăн продукцийĕсемпе тивĕçтерчĕ. Хаклă кучченеçлĕ тĕркепе илемлĕ чечек пуххи питĕ вырăнлă пулчĕç.

Каласа хăварас пулать: округăн экономикипе социаллă аталанăвне пысăк тỹпе хывнисĕр пуçне Юрий Попов ыр кăмăллăх мероприятийĕсенчен те пăрăнса юлмасть. Хальхи вăхăтра çакă ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассипе çыхăннă. Вăл хамăрăн округран инçе çула каякан волонтерсенчен кашнинчех тĕрлĕ продукци е хатĕр-хĕтĕр парса ярать.

Республикăри хĕрарăмсен союзĕн округри уйрăмĕн ертỹçи, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Лариса Васильева тата Н.А.Петров Раççей Геройĕн амăшĕ Олеся Петрова та салтак амăшĕсемпе мăшăрĕсем пирки нумай ăшă сăмах каларĕç. Паттăр ывăлĕсемпе мăшăрĕсене кĕтекенсем — сăпайлă, черчен, анчах кăмăл-туйăмпа çирĕпскерсем. Вĕсенче ырăлăхпа ăшăлăх та, хастарлăхпа вашаватлăх та тапса тăрать.

Ывăлне çĕршыва хỹтĕлеме ăсатакан амăшĕ мĕн туять-ши? Хыпарсем килсен чĕри епле тапать-ши? Çĕрле, никам курман чухне, мĕнле кĕлĕ тăвать-ши вăл? Минтер çине ỹкекен куççульсен хакне пĕр амăшĕ çеç пĕлет.

Зинаида Мазюкина (Кавал) салтак амăшĕ хăйĕн сăввисене вулани, Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров, округри Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков тата çамрăк ăру представителĕсем онлайн мелĕпе саламлани те пуçтарăннисенче хавхалану çуратрĕç пулĕ.

Ăш пиллĕ тĕл пулу юрă-кĕвĕсĕр епле? Мария Николаева, Иван Шурбин, Валерий Архипов, Мария Григорьева, Юрий Кашкăр, Кирилл Петров, Сергей Баранов пурне те çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕç. Юрă та — хăватлă, вăл чуна лăпкăлăх, канăçлăх кỹтĕр.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code