Четверг, 16 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкулсене юсаççĕ

Шкулсене юсаççĕ

Республикăра шкулсене анлăн юсас ĕçе 2021 çулта пуçарнă. Унтанпа 121 шкула юсанă, çак ĕç валли 7,3 миллиард тенкĕ тăкакланă. Çав шутра 4,6 миллиард тенкĕ — федераци бюджетĕнчен, ытти — республика тỹпи. Кăçал юсав ĕçĕсене 38 вĕрентỹ организацийĕнче пурнăçламалла, ку 2025 çулхинчен тăватă хут нумайрах. Паллах, укçа виçи те ĕçсен калăпăшĕпе шайлашуллă, пысăк — 4,6 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Икĕ объект кăна çитес çула куçать, ыттисенчи ĕçсене сентябрь тата ноябрь уйăхĕсен пуçламăшĕ тĕлне вĕçлемелле. Ĕçсем шкулсен фасачĕсене çĕнетессинчен, никĕсĕсене çирĕплетессинчен пуçласа тăрăсене улăштарасси таранах. Çавăн пекех шкулсене çĕнĕ оборудованипе те тивĕçтерме тĕллев лартнă. Çакăн валли 278 миллион тенкĕ уйăраççĕ — кашни шкул валли 7,7 миллион тенкĕ. Халĕ çав оборудованипе тивĕçтерекенсене палăртас ĕç пырать. Юсакан шкулсенче пĕлỹ илекен ачасен пĕр вăхăт ытти шкула çỹремелле пулĕ. Вĕсене палăртнă. Шупашкарта 1,1 пин ытла ачан инçе çỹреме тивмĕ, çывăхри шкулсенче вĕренĕç, 0,7 километр таран — çуран 7 минутран ытла утмалла мар. Ялсенче вара вĕренекенсене пĕлỹ çурчĕсене шкул автобусĕсемпе илсе çỹрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code