Микробсем пуçарса яракан чирсемпе пĕрлех этеме чĕр чунсенчен шĕвĕрĕлченсем те ерме пултараççĕ, вĕсем çын организмĕнче паразитла пурăнаççĕ. Этеме 150 тĕрлĕ шĕвĕрĕлчен ерме пултарать.
Пирĕн патăмăрта çакăн пек шĕвĕрĕлченсем ытларах тĕл пулаççĕ: аскаридăсем, сысна, вăкăр солитерĕсем, лаптак лентецсем, острицăсем, эхинококксем, хĕлĕх пуçсем, трихинеллăсем.
Шĕвĕрĕлченсенчен нумайăшĕ этемĕн апат ирĕлтерекен органĕсенче — пыршăлăхра, пĕверте пурăнаççĕ. Сăмахран, аскаридăсем чылай çын пыршăлăхĕнче пулма пултараççĕ. Çавăнпа та çак шĕвĕрĕлченсем организмра пулни çынна сиен кỹмест, сывлăха хавшатмасть, вĕсем ерсен пăшăрханма кирлех мар текенсем те сахал мар-ха. Чăннипе вара — пачах урăхла. Шĕвĕрĕлченсем çын сывлăхне хавшатаççĕ, организма кирлĕ апата е юна çисе пысăк сиен кỹреççĕ. Аскаридăсем çăмха пулса çыннăн пыршă шăтăкне хупласа лартнă тĕслĕхсем те пур. Çавăн пек çынсене тепĕр чухне операци тума тивет.
Тĕрлĕ органсене (пĕвере, ỹпкене т.ыт.те) эхинококк хăмписем сиенлеççĕ.
Шĕвĕрĕлчен личинкисем пыршă стенки витĕр тухнă чухне çын организмне ытти чире пуçласа яракан микробсем ертме пултараççĕ. Кунсăр пуçне çынсен хальчченхи чирĕсем, сăмахран, ỹпке, вар-хырăм чирĕсем йывăрланаççĕ.
Шĕвĕрĕлчен килти пур йышши выльăха та — йытăсене, ĕнесене, кушаксене, сыснасене, сурăхсене, лашасене ерет. Ку чирпе кайăк-кĕшĕк те (чăхсем, хурсем, кăвакалсем, кăрккасем) чирлеме пултараççĕ.
Шĕвĕрĕлчен çăмартисем ăша лексен, çын чирлет. Унăн апат анмасть, выр-хырăмĕ пăсăлать, ăш пăтранать, сĕлеки ытларах юхать, кăкăр айĕнчен хĕстерет. Юн сахалланма пултарать, пуç çаврăнать. Хăш-пĕр çынсем çывăрнă вăхăтра шăлĕсемпе шăтăртаттараççĕ, час пăшăрханаççĕ, канăçсăр çывăраççĕ. Çакăн пек çынсем больницăна кайса хырăмра шĕвĕрĕлченсем пуррипе çуккине тĕрĕслеттермеллех.
Светлана КОЖЕВНИКОВА,
терапевт тухтăр.

