Ача чухне атте-анне мана выртса вуланăшăн вăрçатчĕ. Хамăн ывăлпа хĕре нимĕн тума та чармастăп, вуламаççĕ.
ххх
— Сидоров, винтовку ăçта?
— Эп ăна илмерĕм.
— Пĕлетĕн-и, винтовкăсăр салтака кам теççĕ?
— Офицер!
ххх
Ялти клубра. Каччă хĕртен ыйтать:
— Эсĕ ташлатăн-и?
— Çук, ташламастăп.
— Кайрăмăр апла, трактор тĕксе пулăшатăн.
ххх
— Маша, тăр, 15 минутран санăн ĕçре пулмалла.
— Мĕскер?! Маларах вăратаймарăн-и?! Мана сăрланма 20 минут кирлĕ!
— Ан пăшăрхан, эпĕ сана çывăрнă чухне сăрласа ятăм.

