Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи мартăн 11-мĕшĕнчи 47-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем — Матвей Алексеевич ПЕТРОВ (çĕнтерỹçĕ), Павел Борисович АФАНАСЬЕВПА Сергей Владимирович БАЙМУШКИН (призерсем, наставникĕ — С.В.Долгов) ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсем технологипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕнче палăрнă.

