Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Икĕ ыйту тĕлĕшпе те кăтарту пур

Икĕ ыйту тĕлĕшпе те кăтарту пур

Мартăн 18-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн тăрăхра та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Округ администрацийĕн пысăк залĕнче округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çỹрекен техникăна тĕрĕслесе тăракан Патшалăх инспекцийĕн ертỹçин çумĕ Валерий Михайлов активпа икĕ темăна тишкернĕ.

«Кăтарту пур!» 2021-2026 çулсенчи Халăх программине ĕçе кĕртнин пĕтĕмлетĕвĕсем.

Чăваш Енре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти «Кăтарту пур!» программăпа отчет форумĕн ĕçне малалла тăсать. Тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен активистсем ведомствăсен, патшалăх организацийĕсен ертỹçисемпе пĕрле партин Халăх программине пĕтĕмлетеççĕ тата регионти çынсен пурнăçне лайăхлатасси пирки тĕллевлеççĕ. Урăхла каласан, пилĕк çуллăх тишкерĕвĕнчен тепĕр çав тапхăра планласси.

Иртнĕ 5 çулта суйлавçăсем «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин депутачĕсене 60 пин ытла наказ панă. Регион, муниципалитетсен шайĕнче те вĕсенчен нумайăшне пурнăçа кĕртме май килнĕ. Отчетлă тапхăрта, тĕслĕхрен, нумай ачаллă çемьесем валли 25 çĕнĕ пулăшу мери йышăннă, пилĕк е унтан та ытларах ачаллă 924 çемье çĕнĕ çуртсене е хваттерсене пурăнма куçнă. Пирĕн округра пĕлтĕр (вырăнти кăтартусем 2025 çулхисем пулĕç) 2522 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, виçĕ тăлăха хваттерпе тивĕçтернĕ. Больницăсемпе поликлиникăсенчи 400 ытла объекта йĕркене кĕртнĕ. Кăçал Аслă Елчĕкри тахçанах калаçтаракан тухтăр амбулаторине (22,2 млн тенкĕ) тĕпрен юсама палăртаççĕ.

Пилĕк çуллăхра регион шайĕнчи 3000 километр çула, 25 кĕпере юсанă, 65 çухрăм çĕнĕ çул сарнă, 95 километр çула çутатмалла тунă. Округшăн вара «Комсомольски-Елчĕк-Пăва» автоçула (104,4 млн тенкĕлĕх) тата ытти объекта юсани те питĕ паха. Кăçал Тутарстан чиккинчен пуçласа Элекçей Тимеш (65,8 млн тенкĕ) ялĕ таран 3760 метр çула тĕпрен çĕнетĕç.

Чăваш Ен территорийĕнчи яллă вырăнсенче «Ниме — халăх бюджечĕ» проектпа килĕшỹллĕн 6749 объектпа ĕçленĕ, ку вăл — 8,7 млрд тенкĕлĕх. Елчĕк тăрăхĕнче пĕлтĕр 88,8 млн тенкĕлĕх пулсан, кăçал 109,5 млн тенкĕлĕх ĕç тумалла. (Округăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе çыхăннă ытти темăпа хаçатăн 8-мĕш номерĕнче тĕплĕн паллаштарнă).

Кашни цифрăра — курăмлă улшăну. Халĕ çынсенчен 2026-2031 çулсенчи Халăх программи валли сĕнỹсем пухасси пырать.

Чăваш Республикин территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри ГТО физкультурăпа спорт комплексне пурнăçа кĕртни çинчен.

Палăртнă ыйтупа Республикăри В.Н.Кочков ячĕллĕ Олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕн директорĕн çумĕ Анастасия Кузнецова тата «Улăп» ФОК инструктор-методисчĕ Петр Смирнов тухса калаçрĕç.

ГТО нормативĕсене пурнăçлассине Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2014 çултан çĕнĕрен пуçланă.

Округра 6 çул тата унран аслăрах çынсен шучĕ 14344 пулсан, ГТО тесчĕ витĕр тухнисем — 1377-н, вĕсенчен паллăсене тивĕçнисем — 852 çын.

Республикăра ГТО рейтингне 2017 çултан йĕркелеççĕ, çав тапхăрта Елчĕк округĕ ултă хутчен çĕнтерỹçĕ, икĕ хутчен 2-мĕш призер пулнипе палăрнă. 2025 çулта — 6-мĕш.

Хальччен рейтингăн çỹлти шайне шкулсен тивлечĕпе тытса тăни тĕрĕсрех. Анчах ачасен шучĕ çулсерен чакать, апла пулсан ĕç коллективĕсемпе тỹрремĕн ĕçлемелле, спорт пропагандин витĕмлĕхне ỹстермелле.

— ГТО енĕпе туса ирттернĕ ĕçсемшĕн пурне те тав тăватăп, — терĕ Леонард Васильевич, — çапах та хамăрăн ĕçе тĕплĕн анализ тумалла, ăна лайăхлатас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла…

Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă ертỹлĕх Аслă Елчĕкре пурăнакансемпе те кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явнă. Ун хыççăн округ администрацийĕнче уйрăм çынсене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code