Хăвăлçырма ялĕнче пурăнакан Алексей Анисимов тыл ветеранĕ хăй çуралнă кун тĕлне Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламне илнĕ.

Алексей Константинович 1929 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне 12 çулта пулнă вăл. Ахăр самана ачасене час çитĕнтернĕ çав. Алексей колхозра тырă акма, ăна пухса кĕртме тата ытти ĕçе хутшăннă. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем хĕрарăмсемпе çакăн пек çамрăк патриотсем çинче тытăнса тăнă та. Пурнăçăн йывăр условийĕсем, выçлăх, тăванĕсене çухатни, сывлăх хавшани, тивĕçлипе вĕренме май килменни — акă вăл çĕнтерĕвĕн хакĕ.
97 çулхи мучие ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Зинаида Михеева саламланă.

