Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуш мĕнле — çĕртме çапла

Пуш мĕнле — çĕртме çапла

Пуш (март) — çуркуннехи пĕрремĕш уйăх. Халăхра ун пирки «тумла уйăхĕ», «курак уйăхĕ» тесе каланă. Ку уйăхра сивĕсем пулсан та вăраха тăсăлмаççĕ. Тỹпе таса та кăн-кăвак. Сывлăш уçă.

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче кунпа çĕр танлашать. Ун хыççăн шăнкăрч вĕллисем çакма тытăннă.

Авалхи Руçре пушăн 14-мĕшĕнче çуркуннене кĕтсе илмелли йăла-йĕркене тунă. Халăхра çак куна Алтатти (Евдоки) кунĕ теççĕ. Çак кун автан ĕçмелĕх шыв пулмалла. Шăпах çак кун кайăксем кăнтăртан вĕçсе килеççĕ-мĕн.

Пуш мĕнле — çĕртме çапла.

Нарăс — çил-тăманпа, пуш уйăхĕ тумлампа вăйлă.

Тумла пăрĕ вăрăм пулни çуркунне вăрăма каяссине систерет. Тумла пăрĕ кĕске тĕк — çуркунне хăвăрт пулать.

Пуш уйăхĕнче тĕтре тăтăш пулсан çу йĕпе килет.

Пуш уйăхĕ — типĕ, ака уйăхĕ — йĕпе, çу уйăхĕ сивĕ пулчĕ тĕк тыр-пул ăнса пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code