Округ центрĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, «хĕрỹ точкăсене» хутшăннисен тата тĕрлĕ çарта службăра тăнисен палăкĕсемпе постаменчĕсене вырнаçтарнă.
Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене сума сăвас тата астăвăмра тытас тĕллевпе памятник лартма палăртнă. Çавна май халăх патне çак ыйтусемпе тухать: пулас палăка мĕнле куратăр тата ăна ăçта вырнаçтарсан меллĕ?
Хăвăр шухăшăрсене округ администрацийĕн управленипе контроль тата кадр ĕçĕсен пайне 2-53-81 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр.

