Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Улшăну кĕртнĕ

Улшăну кĕртнĕ

Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен ветеринари енĕпе хăш саккунсем вăя кĕнĕ?

Раççейри ăратлă выльăх, кайăк-кĕшĕк, ытти чĕр чун çитĕнтерекен хуçалăхсен çав кунран тытăнса Федерацин ăратлă ресурссен патшалăх информаци-аналитика тытăмне шута тăмалла. Малашне кашни выльăхăн карточкине тултарса пымалла. Кунта чĕр чунăн идентификаци номерне те палăртĕç. Вăл çут тĕнчене хăçан тата ăçта килни, продуктивлăхĕ, сывлăхне лабораторире тĕрĕслени, унăн ăратлăхне, пахалăхне çирĕплетни, выльăха пăхса мĕнле хак пани тата вăл куравсене хутшăнни çинчен информаци кĕртĕç.

Çĕршывра ветеринари препарачĕсен кашни экземплярне шута илме тытăннă. Вĕсене туса кăларакансен тата курттăммăн сутакансен тавара маркировкăланă чухне кирлĕ вырăна çитермелли универсаллă документра «Честный знак» маркировка кодне лартмалла. Ял хуçалăх организацийĕсен, ваккăн сутакан ветаптекăсемпе клиникăсен препарат туянсан баланса кĕртмелле, хуçалăхра унпа усă курнă е сутса янă хыççăн — унтан кăлармалла.

Ветеринари йĕркисене кайăк-кĕшĕкĕн пысăк патогенлă грипĕпе кĕрешес енĕпе те улшăну кĕртнĕ. Вĕсене «инфекциленнĕ объект» ăнлав хушнă. Вăл кайăк-кĕшĕк грипĕн вирусне е чире тупса палăртнă вырăна пĕлтерет. Чир амакĕн тĕлне уçăмлатнă хыççăн инфекцие пĕтерессишĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code