Начар экологи, çывăрса тăранманни, тĕрĕс мар апатлану, стресс… ỹте япăх витĕм кỹреççĕ. Çулсем иртнĕ май вăл тĕксĕмленет. Çакна пула пĕркеленчĕксем тухаççĕ. Ỹт ватăлнипе кĕрешеймĕн, çапах хамăра пăхсан ку хăвăрт пулса иртмест. Çамрăклăха тăсма пулăшакан маскăсене алă айĕнчи çимĕçсенченех хатĕрлеме пулать.
РИСРАН
Рис кĕрпи усăллă компонентсемпе пуян. Ку маска уйрăмах 45 çултан аслăраххисем валли усăллă. Ун валли 200 грамм рис илмелле. Ăна 7 хут çумалла та кастрюле ямалла, 2 стакан шыв хушса виткĕчпе хупмалла, 10 сехетлĕхе хăвармалла. Вăхăт иртсен рис тăрринче пленка пулать. Кайран риса пĕçермелле. Маска валли кастрюльти çиелте пиçнĕ пĕрчĕсене илмелле. Мĕншĕн тесен унта усăллă япала нумайрах. Рис сивĕнессе кĕтмелле, унта пĕр çăмарта сарри ярса пăтратмалла. Маскăна 20 минутлăха сĕрмелле, кайран пите сивĕ шывпа çуса ямалла.

