Аслă Раççей улăпĕсем
Халал хăварнă ывăлĕсемшĕн:
— Тăшман инкек илсе килсен,
Çапса аркат иккĕленмесĕр!
Чакман нихçан асаттесем,
Вĕсен паттăрлăхне пĕлетпĕр.
Хаяр та нĕрсĕр нацистсем,
Епле хăйса кĕшĕлтететĕр?!
Тăван çĕршыв хастарĕсем
Пĕр чăмăра пуçтарăнаççĕ,
Пуçа усмасăр аннесем
Турра çĕн куншăн тархаслаççĕ.
Ялав та, Гимн та пĕрре,
Халăх ыр шухăшлавĕ — хỹтлĕх.
Чăваш-и, е тутар — пĕрле
Çĕнтерĕве кĕçех çывхартĕç.
Вырăс нихçан чĕркуçленмен,
Ютсем часах куçран çухалĕç…
Пуç хунă паттăр ячĕсем
Яланлăх асăмра упранĕç.
Зоя ПУРĂНĂÇ.
Кĕçĕн Таяпа ялĕ.

