Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саккунлăх службинче

Саккунлăх службинче

Мартăн 20-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Чăваш Республикин прокуратури тытăмĕнче вăй хунă Геннадий Григорьевич Васильев çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.

Ентеш Элекçей Тимеш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Васильевсен пĕртен-пĕр ачи. Ашшĕ-амăшĕ ăна мĕн пĕчĕкренех ĕçе юратма вĕрентнĕ. Вĕсен хуçалăхĕ ялта вăтаммисен шутĕнче пулнă. Колхоз йĕркелеме пуçласан унта тỹрех кĕрекенсенчен пĕрисем. Григорий Васильевича часах «Красные Темяши» колхоза ертсе пыма суйласа лартаççĕ. Кăштах вăхăт иртсен вăл Елчĕкри колхоз çамрăкĕсен шкулне ĕçлеме куçать.

Геннадий 1933 çулта ялти пуçламăш шкула вĕренме каять. Ăна пĕтернĕ çулхине вăрçă пуçланать. Ашшĕне 1942 çулта, тепĕр çулхине ноябрь уйăхĕнче ăна та вăрçа илсе каяççĕ. Геннадий Инçетри Хĕвел тухăçне, СССРпа Китай чиккине лекет. Вĕсен çар чаçĕ унта пулас çапăçусене хатĕрленет. Темиçе уйăхран ун патне ашшĕ пуçне хунă пирки хыпар çитет.

Ашшĕ вăрçăра икĕ хутчен аманса госпитальсенче выртса тухнă. 1944 çулхи апрель уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Июлĕн 20-мĕшĕнче каллех йывăр аманать, хальхинче госпитальтен сывалса тухаймасть. Ăна Молдавири Тернополь облаçĕнче пытарнă.

Геннадий Васильева, 1945 çулхи август уйăхĕнче çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн, 82-мм миномет расчечĕн командирне çирĕплетеççĕ. Çапла вара 1-мĕш Инçет Хĕвел тухăç çарĕн йышĕнче йывăр çапăçусене — Китайри Мулин ятлă хулана Япони милитарисчĕсенчен хăтарма хутшăнать.

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче тăшмана çапса аркатсан чăваш ачине зенитлă оруди командирне лартаççĕ. Каярахпа урăх чаçри салтаксен клубĕн библиотекарĕ. Асăннă професси Геннадий Григорьевича идеологи ĕçне куçарнине пĕлтерет. Чăн та, 1949 çулхи декабрь уйăхĕнче ăна чаçри комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ.

1950 çулта Геннадий Васильев аслă лейтенант званипе запаса тухать. Яла таврăнсан 1951 çул пуçламăшĕнчен райĕçтăвкомăн культурăпа çут ĕç пайĕн инспекторĕ пулса тăрать. 1953 çулта Хусанти РСФСР Юстици министерствин юридически шкулне лайăх паллăсемпе вĕçлет. Август уйăхĕнче Первомайски (халĕ Патăрьел округне кĕрет) районĕн прокуратура следовательне çирĕплетеççĕ. Тĕрлĕ йывăр преступленисене уçма хутшăннă май, вăл хăй пултаруллă специалист пулнине кăтартса парать. Ĕçленĕ тапхăрта Пĕтĕм Союзри юридици институчĕн Хусанти филиалĕнче куçăмсăр майпа вĕренет. 1958-1963 çулсенче Геннадий Григорьевич — Чăваш АССР прокуратурин следстви пайĕн, 1963-1972 çулсенче Çĕмĕрле хулин, 1972-1978 çулсенче Канашăн районсем хушшинчи, 1978-1981 çулсенче Шупашкар хулин Мускав районĕн прокурорĕ. Опытлă право ĕçченĕ тепĕр пилĕк çул, пенсие кайиччен, тĕп хулан прокуратурине ертсе пырать.

Геннадий Васильева вăрçă çулĕсенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн II степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе, «Японие çĕнтернĕшĕн» медальпе, прокуратура тытăмĕнче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «РСФСР тава тивĕçлĕ юрисчĕ» хисеплĕ ятпа (1972), Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе (1986) чысланă.

Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне саккунлăх ĕçĕпе çыхăнтарнă ентеш тивĕçлĕ канăва тухсан та килте алă усса ларман: 10 çул ытла Чăваш Ен Юстици министерствинче тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче консультант пулса тăрăшнă. Саккунлăха сыхлакан çамрăк ĕçтешĕсен наставникне шкулсенче право урокĕсем ирттерме те ялан чĕннĕ. Геннадий Григорьевичăн чĕри 2006 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче тапма чарăннă.

Сергей ЕГОРОВ.
Шупашкар хули.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code