Суббота, 8 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Семинарта чысланă

Семинарта чысланă

Елчĕкри культура керменĕнче округри культура ĕçченĕсен пĕтĕмлетỹллĕ семинарĕ иртнĕ.

Малтанах унта централизациленĕ клубсен тытăмĕн директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Анна Теллинан, тĕп библиотека директорĕн Алина Петрован тата ыттисен отчечĕсене итленĕ.

Семинара округ пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă, вăл идеологи фрончĕн хастарĕсем туса пыракан пĕлтерĕшлĕ мероприятисене пысăк хак панă, çав вăхăтрах пурнăçпа яланах тан утмаллине, халăхпа ĕçлессинче çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртмелли çине пусăм тунă. Леонард Васильевич хастарсен пысăк ушкăнне тĕрлĕ ведомствăн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă. 2025 çулхи кăтартусемпе «Чи лайăх культура учрежденийĕ» ята Тỹскелĕнчи нумай функциллĕ культурăпа кану центрĕ (заведующийĕ Алина Ермолаева), «Чи лайăх библиотека» ята Яманчỹрел ялĕнчи вулавăш (ертỹçи Ирина Воронова) тивĕçнĕ. Асăннă ялти клуб пуçлăхне Татьяна Васильевăна «Округри чи лайăх культура ĕçченĕ», Шăмалакри вулавăш заведующине Венера Усановăна «Округри чи лайăх библиотекарь» ятсене панă май саламлатпăр.

Ĕçлĕ тĕл пулура социаллă партнерсем — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарĕ Людмила Павлова тата округри ветерансен канашĕн председателĕ Елена Петрова хăйсен сăмахĕсене хăш-пĕр культура ĕçченĕсене Тав хучĕсемпе чыслассипе вĕçленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code