Паллă ĕнтĕ, кăçал Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем Шупашкар хулинче тата Шупашкар округĕнче иртĕç.
Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче уяв планне çирĕплетнĕ. Планра тĕрлĕ шайри 40 ытла мероприяти. Кунта йăлана кĕнĕ Экономика форумĕ, Архитектурăпа урбанистика форумĕ, çамрăксен «Ялта чи лайăххисем» слечĕ тата мĕн пур чăвашăн «Акатуй» уявĕ кĕреççĕ.

