Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Роман Фомкинăн çитĕнĕвĕ

Роман Фомкинăн çитĕнĕвĕ

Вологда хулинче экологипе иртнĕ шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадинче Чăваш Енĕн виçĕ представителĕ палăрнă.

Телейлисен йышĕнче Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 10-мĕш «а» класра вĕренекен Роман Фомкин та пур. Ăслăлăх тупăшăвне хутшăнакансем хăйсен пĕлĕвне кăтартнă, проекчĕсене хỹтĕленĕ. Унсăр пуçне кашнин креативлăха кăтартас тĕлĕшпе вырăнтах çĕнĕ проект шутласа кăларма тивнĕ. Çĕршыв шайĕнчи призерăн наставникне Е.З.Морозовăна та саламлатпăр!

Пĕлмешкĕн: 2015 çулта асăннă дисциплинăпа пуçласа Лаш Таяпари вăтам шкулти 10-мĕш класс вĕренекенĕ Андрей Павлов (ертỹçи И.Н.Павлова) призер пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code