1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчешĕн пысăк пулăмпа палăрса юлнă. Çак кун Юрий Гагарин уçлăха вĕçсе хăпарни совет çыннисемшĕн пысăк савăнăç, тĕлĕнтермĕш, чыс-хисеп пулнă. Вăл çĕршыв чысне çỹле çĕкленĕ. Космос историйĕнчи виççĕмĕш космонавт вара Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнчи Адриян Николаев пулса тăнă. Вăл чăваш ятне ĕмĕрлĕх тĕнче шайне çĕкленĕ.

Çакă тата ытти темăпа эпир, Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсем, калаçу ирттертĕмĕр. Пире Любовь Адюкова класс ертỹçи космонавтсем пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Уйрăмах чăваш космонавчĕсем çинчен пĕлме интереслĕ пулчĕ пире. Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ Андриян Николаев «Восток-3» караппа çỹлтен-çỹле çĕкленни пирки каласа пани пире хăпартлантарчĕ. Хамăрăн чăваш çĕрĕнче каярах уçлăха хăпарма тата икĕ космонавт тивĕç пулнă. Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнчен тухнă Раççей Геройĕпе Николай Бударинпа ачалăхĕпе çамрăклăхне Улатăр хулинче ирттернĕ Совет Союзĕн Геройĕ Муса Манаров та чăн паттăрсем.
Сăн ỹкерчĕкре: 5-мĕш класра вĕренекенсем.

