Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Экзаменра — ашшĕ-амăшĕ

Экзаменра — ашшĕ-амăшĕ

Ĕнер Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта «Пĕрле тытатпăр. Ашшĕ-амăшĕ ППЭ тытмалли кун» Пĕтĕм Раççейри акцие йĕркеленĕ.

Мероприятире ашшĕ-амăшĕ пĕрлехи патшалăх экзаменĕн йĕркине практикăра тĕрĕслесе пăхнă. Çакă ППЭ тапхăрĕнче ачасемпе аслисен пĕрлехи ăнланулăхне, кăмăл-туйăм çирĕплĕхне ỹстерет.

Вырăс чĕлхипе ирттернĕ экзамен процедури витĕр округри 6 ашшĕ-амăшĕ, çавăн пекех округ пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ, «Çĕнĕ шкул» проектăн муниципаллă кураторĕ Владимир Николаев, Елчĕк районĕн прокурорĕн помощникĕ Владимир Самостюк, шкул директорĕ, округри Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Николай Волков, «Елчĕк ен» хаçат редакторĕ Николай Малышкин тухнă. Участниксем регистрациленни, тимĕр шыракан приборпа тĕрĕсленни, аудиторине вырнаçса 1-мĕш инструктаж илни, экзамен йĕркипе тата бланкпа паллашни… — пĕтĕмпех ППЭ ирттерекен правилăпа килĕшỹллĕн.

Вăтăр минутлăх тĕрĕслевпе кашниех кăмăллă юлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code