Елчĕк округĕнче ял хуçалăх техникине уй-хир ĕçĕсене хатĕрлессипе çыхăннă ĕç мĕнле пынине тĕрĕслесси малаллах пырать. Юсавлă та кал-кал ĕçлекен техника ĕç тухăçлăхне ỹстернипе пĕрлех тивĕçлĕ продукци туса илесси çине те пысăк витĕм кỹрет. Çавăн пекех ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнассипе, механизаторсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе те тỹрремĕн çыхăннă.
Ятарлă тĕрĕслев комиссийĕн йышĕнче Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Патшалăх техника асăрхавĕн начальникĕ Владимир Димитриев тата Елчĕк муниципалитет округĕн патшалăх инспекцийĕн ертỹçи Владимир Мекшеев «Яманчурино» ОООра (ертỹçи Владимир Рахмуллин) пулса техника паркĕн лару-тăрăвне тĕрĕсленĕ. Çавăн пекех ертỹлĕх хуçалăх ака ĕçне мĕнле хатĕрленнипе интересленнĕ. Инспекторсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тата обязательнăй требованисене пăхăнасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.
Хуçалăх ака ĕçне çулленех яваплăхпа хатĕрленет. Çакă хальхинче те лайăх палăрнă. Кунта автомашинăпа трактор паркне çулсерен çĕнетсе пырассипе те тухăçлă ĕçлеççĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: В.Мекшеев, В.Рахмуллин, Л.Левый, В.Дмитриев (сулахайран сылтăмалла).

