Четверг, 21 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яланах мал ишевĕнче

Яланах мал ишевĕнче

Вĕренỹпе воспитани ĕçĕн представителĕсем — канăçсăр çынсем, пĕр вырăнта лара-тăра пĕлменскерсем. Яланах шыравра, мал ишевĕнче вĕсем.

Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче палăрнисене чысланă. 36 çын хушшинче мала тухнисене хаçат вулаканĕсене пĕлтермеллех. «Çулталăкри социаллă педагог» ăслăлăх тупăшăвĕнче, сăмахран, лауреат ятне Çĕнĕ Пăвари тата Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулсен ĕçченĕсем — Тамара Титовăпа Светлана Маркова тивĕçнĕ. Çĕнтерỹçĕ — Елена Аверьянова, Курнавăшран.

Шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсенче тăрăшакансем пачах уйрăм категорирен. Вĕсен аллинче ачасен пурнăçĕн пуçламăшĕ. Кашни шăпăрланра иксĕлми вăй-хăват курма, кăмăл-туйăмне ăнланма, тĕрлĕ самантра пулăшма, пĕрремĕш çитĕнỹсен савăнăçне пĕрле пайлама пĕлекенсем. Вĕсен ĕçĕ — професси кăна мар, пĕчĕкскерсене хытă юратса вĕсемшĕн чуна парса тимлесси те.

Апла пулсан «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра палăрнисемпе паллаштарар: лауреатсем — Елена Куприяновăпа («Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ) Венера Кудряшова (Курнавăшри шкул çулне çитменнисен ушкăнĕн воспитателĕ). Пĕрремĕш — «Шевле» ача сачĕн музыка ертỹçи Алина Молодова.

Вĕренекенсен шкулти пурнăçне класс ертỹçисĕр йĕркелеме питĕ кансĕр. Вăл — ача-пăча коллективĕн чунĕ. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупакан, тĕрлĕ ĕç тума пурне те пĕр чăмăра пуçтаракан, ачасен талантне уçма пулăшакан. Çакăн пек вĕсем — Кушкăри Анна Портнова, Çĕнĕ Пăвари Олимпиада Викентьева (призерсем), Елчĕкри Екатерина Медведева (çĕнтерỹçĕ).

Юлашки çулсенче «Тăван чĕлхепе тăван литература вĕрентекен чи лайăх учитель» конкурса та уçă çул пани питĕ паха. Асăннă пултарулăх ăмăртăвне хутшăннă кашни педагог — культура еткерлĕхĕн, тăван чĕлхемĕрĕн управçи. Вĕсем пурте мухтава тивĕç. Конкурсра вара Елчĕк шкулĕнчи Галина Каринкина мала тухнă, Оксана Кругловăпа (Çĕнĕ Пăва) Зинаида Михеева (Çирĕклĕ Шăхаль) лауреатсен йышĕнче.

Чи пĕлтерĕшлĕ, мĕн пур педагога çыхăнтаракан тĕп конкурс, паллах, «Çулталăкри учитель-2026». Кунта Елчĕк шкулĕнчи Кристина Александрова математик çак ята çĕнсе илнĕ. Çав вăхăтрах эпир ăна республика шайĕнче лауреат пулса тăнă сăлтавпа та саламлатпăр. Округăн тепĕр икĕ маякĕ — Леонилла Пупинăпа (Çĕнĕ Пăва) Галина Чернова (Çирĕклĕ Шăхаль) — призерсем.

Çамрăк вĕрентекенсен «Педагогикăри дебют — 2026» конкурса хутшăннă Курнавăш шкулĕнчи Дарья Федорова та тав сăмахне тивĕçнĕ. Ăна, çавăн пекех конкурссенче палăрнисене округ пуçлăхĕ Леонард Левый, унăн заместителĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев саламланă, дипломсемпе тата парнесемпе чысланă, малашне те педагогикăри çĕнĕлĕх шыравĕнче вăй хума ырă суннă. Уява ВТБ банкăн бизнес аталанăвĕн пайĕн директорĕ Алина Матурова хутшăнни те ыт ахальтен мар: вăл Екатерина Медведевăпа Кристина Александровăна парнесем парса хавхалантарнă. Искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсен юрри-ташши вара кашнине хушма вăй-хал кỹнĕ-тĕр.

Николай ФЕДОРОВ.

Сăн ỹкерчĕкре: конкурссенче палăрса чыс-сума çĕнсе илнĕ педагогсен ушкăнĕ Елчĕк округĕн ертỹлĕхĕпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code