Апрелĕн 15-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев округ администрацийĕн пысăк залĕнче вырăнти тата территори пайĕсен, ял хуçалăх организацийĕсемпе учрежденисен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă.
Унта тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ. Кашнинпех ертỹлĕх тата тĕрлĕ подразделени тытăмĕсен пуçлăхĕсем сăмах илнĕ. Чи пĕлтерĕшли — Чăваш Республикин территорийĕнче 2026 çулхи çуркуннехи-çуллахи тапхăрсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси.
Асăннă темăпа хаçатăн апрелĕн 3-мĕшĕнчи номерĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пушар тĕрĕслевĕн патшалăх тĕп инспекторĕн Сергей Сардаевăн «Пушартан сыхланар» пысăк статйи пичетленнĕччĕ. Çакна çеç аса илтересшĕн: апрелĕн 10-мĕшĕнчен республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕнĕ. Çавăнпа та нихăш вырăнта та тип курăкпа çỹп-çапа çунтарма юрамасть. Урăхла каласан, кăвайт пачах чĕртмелле мар. Хăш-пĕр регионти çивĕч лару-тăру кашниншĕн урок пулма тивĕç.
Андрей Макушев та хăйĕн сăмахĕнче хăрушсăрлăх ыйтăвĕ пĕрремĕш вырăнта пулмаллине тата кашни ĕç вырăнĕнче тивĕçлĕ условисем йĕркелемеллине палăртрĕ. Çакна вăл республикăри пĕрлешỹллĕ предприятисенче ирттернĕ ял хуçалăх техникин смотрĕсенчи тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
Министр мĕн туса илнине вырăнтах продукцие çавăрассине те пусăм турĕ. Ку тĕлĕшпе тимлемелли пурах. Производство тухăçлăхне, ĕçлекенсен шалăвне ỹстерни, кадрсен çивĕчлĕхне татса пани пĕтĕмĕшле аталанăва анлă çул уçĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕнче Ленин ячĕллĕ ЯХПК механизаторĕсем шăпах кĕрхи культурăсене минераллă удобрени сапма тухнă (пĕр кун маларах пуçласа округра акционерсен «Прогресс» обществи çак ĕçе 200 гектар çинче пурнăçланă.-ред.). Округĕпе пурĕ 4555 гектар лаптăка апатлантармалла пулсан, Аслă Елчĕксен тỹпи 300 гектарпа (кĕрхи тулă) танлашать.
Кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçнă: симĕс кавир евĕр тикĕссĕн курăнаççĕ. Пирваях ялти Иисус Христос чĕрĕлсе тăнин ячĕллĕ чирку настоятелĕ Максим Петров протоиерей авалхи ырă йăлапа кĕлĕ вуласа лаптăка сăвапларĕ. Ун хыççăн Кирилл Падуев çамрăк механизатор хăй тĕллĕн çỹрекен «Туман-3» машинăпа çаврăм хыççăн çаврăм туса минераллă удобренипе апатлантарчĕ. Хуçалăхра ăна çителĕклех кỹрсе килнĕ — 320 тонна (130 процент). Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе те чăрмав пулмĕ: 35 тонна (100 процент) çур аки кампанине ирттерме çитессине пĕлтерчĕç. 330 тонна кондициллĕ вăрлăх, планпа пăхнинчен 188 процент, хатĕрлени те ĕç çи тапхăрне пысăк шанăç çуратать. Акăнакан лаптăк пĕтĕмпе 1795 (2025 ç. — 1686) гектар, вăл шутран тĕш тырă пайĕ 577 гектар, техникăлла культурăсем 294 гектар йышăнĕç.
Вице-премьер машинăпа трактор паркне çитсе курчĕ. Кунта туса ирттернĕ ĕçсемпе кăмăллă пулнине пытармарĕ вăл. Валерий Падуев хуçалăха ертсе пыма пуçланăранпа, чăн та, «ленинецсем» шав малалла ăнăçлăн аталанаççĕ. Иртнĕ çул комбайнсене лартмалли ангарсене тĕпрен юсанă, механизаторсен çĕнетнĕ çуртĕнче те, столовăйра та пĕтĕм услови пур халĕ. Хуçалăх çулсерен техника паркне те аталантарса пырать. Виçĕ ака комплексĕ пурри мĕне тăрать! Пĕрне, «Амазонс ДМС» агрегата (14 миллион та 688 пин тенкĕлĕх), çавăн пекех кукуруза акакан сеялкăна (3 млн тенкĕ ытларах) кăçал туяннă. Пĕлтĕр вара машинăпа трактор паркне 56 миллион та 745 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техникăпа пуянлатнă.
Андрей Евгеньевич механизаторсемпе калаçу пуçарнă май, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕ, çур акине яваплăха туйса кĕске вăхăтра тата пахалăхпа ирттерме ăнăçу сунчĕ.
Ертỹлĕх уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.
(Хамăр корр.).

