Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăтăк-путăка саплаççĕ

Шăтăк-путăка саплаççĕ

Хĕл хыççăн асфальт çул час-часах вырăн-вырăнпа арканнине асăрхатпăр.

ДПМК «Яльчикское» ООО бригади хальхи вăхăтра округри республика пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсем çинчи путăк-шăтăка юсассипе тимлет.

— Паянхи кун тĕлне 494 тăваткал метр шăтăк-путăка сапланă, çак тĕллевпе 58 тонна асфальт хывнă. Ку ĕçе вĕçлесен çывăх вăхăтра округ пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр çине куçăпăр, кунта ĕç калапăшĕ пурĕ 4000 тăваткал метрпа танлашать, — пĕлтерет ДПМК «Яльчикское» ООО ертỹçи Вячеслав Сядуков. — Ĕçченсем юсав технологине çирĕп пăхăнаççĕ, сапламалли лаптăксене тỹррĕн кĕтеслесе типтерлĕн касса кăлараççĕ, путăка тусанран тата асфальт ванчăкĕсенчен тĕплĕн тасатаççĕ. Кăнтăрла вара, сывлăш температури ăшăнсан, вĕсене вĕри асфальтпа бетон хутăшĕпе саплаççĕ.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: çул-йĕр ĕçченĕсем хĕрỹ ĕçре.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code