Четверг, 16 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Акци иртет

Акци иртет

2026 çулхи апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 1-мĕшĕччен пĕтĕм Раççей шайĕнче «Вилĕмпе ăçта суту-илỹ тунине пĕлтер» ятпа наркотике хирĕçле акцин пĕрремĕш тапхăрĕ пырать.

Наркотикпе суту-илỹ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешес тата профилактикăлас ĕçе общественноçа анлă явăçтарас, ку енĕпе оперативлă информаци йышăнас, наркоманипе чирлисене вăхăтра консультаци тата сиплев пулăшăвĕ парас тĕллевпе йĕркелеççĕ çак акцие.

Инкек тỹснисем тата наркотикпе суту-илỹ тăвакансем пирки пĕлсен 102 номерпе шăнкăравламалла. Наркоманипе çыхăннă кирек хăш ыйтупа та вулакансен телеграмри çак бот урлă та @antidiler21bot хыпарламалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code