Нумай функциллĕ «Чебоксары-Арена» спорт комллексĕн площадкинче «Хăрушсăрлăх тата ĕç сыхлавĕ-2026» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.

Пурнăçри пĕлтерĕшлĕ ыйтăва тематика сессийĕсенче, ăсталăх класĕсенче те тишкернĕ, çынсен хỹтĕленмелли хатĕрĕсен фэшн-кăтартăвĕ те кăсăклăх çуратнă унта хутшăннисенче. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе конкурс йĕркеленĕ май, Елчĕкри тĕп больница команди 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Паллах, мероприятире республикăра ĕç сыхлавĕ енĕпе иртнĕ конкурса пĕтĕмлетесси пулнă. 50 çынтан пуçласа 90 çын таранччен ĕçлекен организацисен ушкăнĕнче, палăртма кăмăллă, пирĕн округри «Комбайн» ЯХПК (председателĕ — Гурий Федоров) 1-мĕш вырăн йышăннă. Ку вăл — коллективăн кал-кал ĕç-хĕлĕн, хăрушсăрлăх тата ĕç условийĕсене тăтăшах çĕнетсе пынин кăтартăвĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: «Комбайн» хуçалăхăн тĕп инженерĕ Дмитрий Чернов ĕç сыхлавĕ енĕпе те тимлет (ĕçчене чысланă самант).

