Среда, 10 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ

Пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ

Юнкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «тỹрĕ лини» ирттерчĕ. Трансляцие социаллă сетьсенче — контактри страницăра «Олег НиколаевỸЧувашия» пĕрлешỹре, «Чăваш Республики» ушкăнра, Чăваш наци телевиденийĕ е ЮТВ, Чăваш наци радиовĕн хумĕсем урлă, «Чувашияинформ» рессурсенче паллашма май пулнă.

Калаçу тапхăрĕнче тỹрĕ эфира 250 ытла шăнкăрав çитнĕ, çавăн пекех социаллă сетьсенче те сахал мар ыйту пулнă. Икĕ сехет ытларах пынă куçăмсăр тĕл пулура регион ертỹçи 35 ыйту çине хуравлама ĕлкĕрчĕ. Пĕрремĕш вырăнта — кашни çемьене пырса тивекен ыйтусем. Унтан — çулсем, çанталăк, сывлăх сыхлавĕ, поликлиникăсем, çĕнĕ ФАПсем.

Пĕр ыйту та, паллах, тимлĕхсĕр юлмĕ. Олег Николаев çывăх вăхăтра республикăра çĕнĕ саккун йышăнассине пĕлтерчĕ. Вăл вăя кĕрсен çынсем хускатнă ыйтусене хуравпа тивĕçтерессине çирĕп сăнаса тăрĕç.

Пĕрремĕш ыйту ейỹ тапхăрĕ пирки пулчĕ. Олег Алексеевич ăна çапла хуравларĕ:

— Шыв-шур пĕр пăтăрмахсăр иртмерĕ, çуртсене шыв илнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Хăш-пĕр çĕрте çулсем пăсăлчĕç. Юлашки вăхăтра каллех юр-çумăр çунипе Пăла шывĕ тепĕр хутчен çыранран тухрĕ. Шыв илнипе кĕрешес тĕлĕшпе республикăра тивĕçлĕ мероприятисем ирттертĕмĕр, çулсене йĕркене кĕртрĕмĕр темелле пек. Халĕ çĕр ишĕлме пултаракан вырăнсене сăнаса тăратпăр, инкек пуласран кирлĕ ĕçсене хăвăртрах тума тăрăшатпăр…

Сăмах «Ниме — халăх бюджечĕ» проект çинчен те тухрĕ. Кăçал, Олег Николаев каланă тăрăх, 1841 проект пурнăçланмалла, çав шутран ялсенче — 1553. 1Ỹ3 пайĕ — çулсем. Ытти вара — шывпа тивĕçтересси, ача-пăча лапамĕ йĕркелесси… Кăçал проектсене тата ытларах хута ярас тĕллевпе «Халăх контролĕ» проект ĕçлеме пуçланă.

Сывлăх сыхлавĕн кадрĕсем пирки сăмах тухсан çакна пĕлтĕмĕр: 2020 çулта вунă пин çынна 40 ытларах тухтăр лекнĕ пулсан, пĕлтĕр çак кăтартăва 50 патнелле çитернĕ. Çав вăхăтрах уйрăм специалистсем çитменни палăрать. Вĕсене хамăр патĕнчи тухтăрсене вĕрентсе кăлариччен ытти регионтан чĕнсе илме шутлаççĕ.

«Хамăрăннисен вăхăчĕ» программа çинчен хаçатсенче тăтăшах вулатпăр. Унта хутшăнакансен кашнин тĕрлĕ шăпа, хăйĕн çулĕ, çапах та пурин те малалла аталанас туртăм пур. Çын кирек ăçта ĕçлесен те вăл çĕршывăн пуласлăхне тỹпе хывать. Программăна хутшăнакансем конкурс суйлавĕ витĕр тухнă. Унтан наставниксемпе пĕрле пысăк ĕç туса ирттернĕ, патшалăх управленийĕнче ĕçлеме вĕреннĕ. Вĕсем пирĕншĕн — çирĕп тĕрев. Кăткăс çул витĕр хăйсем те тухаяççĕ, ыттисене те илсе каяççĕ…

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code